Чǎваш литературине вĕрентмелли ĕç программи
Вид материала | Литература |
- Сценарный план секции чувашского языка и литературы, посвящённой 100-летию со дня рождения, 41.75kb.
- Чăваш книжная республикин 2 / 2009 летопись, 247.52kb.
- Чăваш книжная республикин 5 / 2007 летопись, 354.45kb.
- Чăваш Республикин ачасене хушма пĕлÿ паракан автономла учрежденийĕ, 31.7kb.
- Приказ от 01. 03. 2011 г. №16 Шупашкар хули г. Чебоксары Об итогах республиканского, 29.77kb.
- Чăваш Республикин вĕренÿ тата, 181.39kb.
Чǎваш литературине вĕрентмелли ĕç программи
( программǎна З.С.Антонова, Н.Г.Иванова, В.П.Нткитин( Станьял) хатĕрленĕ чǎваш литератури программине тĕпе хурса хатĕрленĕ ).
Ǎнлантарса пани.
5-9 классеенче чǎваш литературине икĕ пусǎмла йĕркепе вĕрентме палǎртнǎ..
Пĕрремĕш (кĕçĕн) пусǎм – 5-7 классем. Ку пусǎмра литературǎн кÿртĕм курсне пуçламǎш (1-4) классенчи вулав никĕсĕ çинче тарǎнрах вĕренеççĕ. Произведенисене уйрǎм темǎсем тǎрǎх ушкǎнласа вырнаçтарнǎ.
Кĕçĕн классенчи ачасен ǎс-тǎн аталанǎвепе кǎмǎл еккине шута илсе, ку тапхарта çут çанталǎкри, çĕр чǎмǎрĕ çинчи, уçлǎхри пулǎмсем, халǎх пурнǎçĕнчи паллǎ ĕçсемпе паттǎрсем çинчен вулассине йĕркелеме палǎртнǎ.
Иккĕмĕш (вǎталǎх) пусǎма 8-9 классем кĕре. Кунта та произведенисене темǎн-темǎн ушкǎнласа вĕрентеççĕ, анчах вĕрентÿ хронологи йĕркипе пулса пырать. Ку пуринчен малтан произведенисене хǎш вǎхǎтра çырнине тата мĕнле пурнǎçа сǎнласа кǎтартнине шута илнинче, вĕсене литература тапхǎрĕпе тачǎ çыхǎнтарса вĕрентнинче палǎрать. 8-9 классен программисене пtр йĕркепе тунǎ. Икĕ класĕнче те чǎваш литературине пирвайхи паха произведенисенчен пуçласа паянхи паллǎ произведенисем таранах пǎхса тухаççĕ.
Программǎра вĕрентÿ çыхǎнулǎхне палǎртни пур. Вǎл литература вĕрентĕвĕшĕн питех те кирлĕ, учителĕн хайĕн предмечĕ ытти предметсемпе мĕнле çыхǎнса тǎнине кашни урокрах асра тытмалла. Раççей историйĕн, вырǎс литературин учебникĕсенчи сыпаксене, параграфсене ку программǎра катартса хǎварни çав материала вĕреннине е вĕренессине шута илмеллине, ǎна чǎваш литературин халĕ вĕренекен темипе сыхǎнтармаллине пĕлтерет. Художниксен е композиторсен ĕçĕсем вĕрентÿре усǎ курмалли хушма хатĕрсем шутланаççĕ, вĕсем тǎван культурǎн пĕтĕмĕшле сǎн-сǎпатне туллинрех кǎтартма, вĕренĕве чĕрĕлĕх кĕртме кирлĕ.
Литература вĕрентĕвĕн хайĕн терминĕсемпе ǎнлавĕсем пур. Вĕсене пĕлмесĕр литература пулǎмĕсене усса пама май килмест. Теори ыйтǎвĕсене кирек хǎçан та произведенисене тишкерессипе, çыравçǎсен пултарулǎхне литература тапхǎрĕсен аталанǎвне вĕренессипе çыхǎнтармалла. 5-6 классенче – литература пĕлĕвĕпе малтанласа паллаштарнǎ тапхǎрта- вĕренекенсем чĕлхен илемлĕх мелĕсемпе, халǎх сǎмахлǎхĕн жанрĕсемпе, литература произведенийĕсен темипе, тĕп шухǎшĕпе çыхǎннǎ ансат терминсемпе тĕл пулаççĕ. Произведени тишкерĕвĕн пĕрремĕш пайĕ- мĕн пĕлни-курнине асǎрхаса юлни(констатации) – 5-6 классенче пысǎкрах пулǎмсене (фабулǎна) ас туса иртеймест.
7 класра литература теорине системǎллǎн вĕренесси пуçланать. Литература сǎнарлǎхĕ, герой характерĕ, Лару-тǎру çыхǎнулǎхĕ, произведени компоненчĕсен идейǎпа эстетика пахалǎхе, сǎнарсемпе хирĕçлĕхре (конфликтра) автор позицийĕпе произведени хавхаланǎвĕ (пафосĕ) палǎрни весемшĕн ǎнланмалла пулса пырать.
Виççĕмĕш шай – произведенисен эстетика пуянлǎхне, историри вырǎнне ǎнкарса илни. Ку вǎл вǎталǎх классен шайĕ. Ачасене герой кǎсǎклантарать, ǎна ǎнланма автор стилĕ, произведени кĕвви, илемлĕх ǎслайĕсем, уççǎн курǎнман вǎрттǎнлǎхĕ, автор сǎнарĕ те пулǎшать.
Литературǎри типлǎха, литературǎпа пурнǎç çыхǎнǎвне, автор тĕнчекурǎмĕпе хавхаланǎвне, пултарулǎх ĕçĕнчи юхǎмсене, çул-йĕрсемпе сулǎмсене 8-мĕш класс программинче литература аталанǎвĕн тапхǎрĕсене, кашни тапхǎрти паллǎ писательсен произведенийĕсене вĕренни урлǎ уçса пама палǎртнǎ. 9-мĕш класра çак ǎнлавсем тарǎнланаççĕ.
8-9 классенче илемлĕ сǎмахлǎха пĕрлĕхлĕ( целостно), обьективлǎ ǎнланас хǎнǎху хывǎнма тытǎнать, литературǎна процесс пек ǎнланасси пуçǎнать.
10-11 классенче ачасене литературǎна концепциллĕн вĕрентмелле. Веренкенсене логикǎллǎ тата теориллĕ шухǎшлама хǎнǎхтармалла, сǎнланнǎ тĕнчене чун-чĕрепе туйса хаклама вĕрентмелле. Ǎс тĕнчипе чун-чĕре хакǎлĕ пĕр-пĕринчен уйрǎлми пĕтĕçнине. Пĕрлĕхлĕ пулнине кǎтартмалла.
Вĕрентÿ процесĕнче шкул ачисен пултарулǎхне, тавра курǎмĕн хǎйне евĕрлĕхне, вǎхǎта тата ÿсĕм психологине кура, ачасен чун-чĕри мĕне ыйтнине тĕпе хумалла.
10-11 классенче вĕренекенсем геройǎн шалти кǎткǎс тĕнчине пĕлесшĕн, авторǎн пултарулǎхлǎ тĕнче ǎша илĕвне тарǎнрах ǎнланасшǎн. Ачасем хайлавсенчи илемлĕх пĕлтерĕшне туллинрех хак пама пултараççĕ.
1
5 класс.
Хайлавсене вуласа тишкерме – 66 сехет.
Пуплевпе çыру ǎсталǎхне аталантарма – 10 сехет.
Килти вулава йĕркелеме – 9 сехет.
Пĕтĕмпе – 85 сехет.
Халǎх сǎмахлǎхĕ.
1. Сǎвǎ-юрǎ янǎрать юрлама пĕлсен кǎна. ( 6 сехет)
Сǎвǎ-юрǎ – сǎмахлǎх ÿнерĕн анлǎ сарǎлнǎ тĕсĕ. Авалхи çынсем сǎмах асамлǎхне ĕненни, сǎвǎ-юрǎ илемне ǎнлантарса пани. Чǎваш çынни халǎх сǎмахлǎхĕн илемне, çепĕçлĕхне паянхи кунччен упраса хǎварни. Ача-пǎча поэзийĕн тĕслĕхĕсем. Сǎвǎсемпе такмаксене, шÿтсене, шутлавсене, хǎвǎрт каларǎшсене юрласа, ташласа-такмакласа каламалли майсем. Чǎваш йǎли-йĕркипе çыхǎннǎ поэзии: ачасем сурхури, çǎварни, мǎн кун сǎвви-юррин паллисемпе паллашни.
а) Ачасем хушшинче сǎмах вĕççĕн çÿрекен сǎмахлǎх. Вǎйǎ юрри, шутлав сǎввисем, йǎпату сǎвǎ-такмакĕ, хутлам сǎвǎсем, пулмасла халап-такмак, хавǎрт каларǎшсем кулленхи пурнǎçа илемлетме, сǎнарлатма пулǎшни.
Вуласа вĕренме: « Ака тумалла», « Ят пĕлмелле», « Пÿрнесем», « Ан йĕр, хĕрĕм. Ан йĕрех»,
« Пысǎк пул», «Хĕвел, тух», « Касрǎм-касрǎм», « Кукамисен ялĕнче».
Вуласа паллашма: « Улма йывǎç – пĕкечи», « Утрǎм-утрǎм..», « Чакак», « Йыхрав юрри».
Килти вулав: « Утрǎм, утрǎм», « Йĕтĕн акмалла», « Шатра шапа купǎс калать».
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Сǎвǎ-юрǎсенчи, сǎвǎ-такмаксенчи кĕвĕлĕх. Ачашлǎх, çепĕçлĕх.кĕвĕ çеммин лǎпкǎлǎхĕпе вǎрахлǎхĕ, хǎвǎртлǎхĕ.
ǎ) Йǎла уявĕсен сǎвви-юрри.
Йǎла уявĕсен сǎвви-юрри кулленхи пурнǎçа сǎнарлани. Йǎласенче ача-пǎча тÿпи те пулни, сакна сурхури, çǎварни, мǎн кун сǎвви-юрри çирĕплетни.
Вуласа вĕренме: « Çитрĕ, çитрĕ сурхури», « Катаччи, катаччи», « Пахчи-пахчи сар чечек».
Вуласа паллашма: « Хурǎн тǎрри – хултǎрчи», « Раштав килет çулпала, çулпала».
Килти вулав: Хумма Семенĕ « Çǎварни».
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Йǎла поэзийĕн тематики, жанр пуянлǎхĕ, такмаклǎх, импровизацилĕх.
2. Сахал сǎмахлǎхпа та нумай калама пулать. ( 3 сех.)
а) Ваттисен сǎмахĕсем – чǎваш халǎхĕн ытарайми асталǎхĕ: илемлĕ, ǎслǎ, тарǎн шухǎшлǎ сǎмахсем. Пысǎк шухǎша кĕскен, анчах татǎклǎн палǎртни. Вĕсен чун-чĕре илемлĕхне палǎртас, ĕçченлĕхе вĕрентес ĕçри пахалǎхĕ.
Вуласа вĕренме: ĕç çинчен калакан, вĕренупе ǎслǎлǎх, тĕрĕслĕхпе чǎнлǎх, ǎса вĕрентсе калакан ваттисен сǎмахĕсем.
Вуласа паллашма: Сǎмах, чĕлхе хǎвачĕ çинчен калакан, çĕр ĕçĕпе çыхǎннǎ ваттисен сǎмахĕсем.
Килти вулав: Атте-анне, Тǎван çĕр-шыв çинчен калакан ваттисен сǎмахĕсем.
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Ваттисен сǎмахĕсен пуплеве пуянлатакан, илемлетекен мелĕсем – ытарлǎхĕ, сǎнарлǎхĕ, янǎравлǎхĕ хирĕçлетÿрен( антитезǎран), рифмǎран, хутламран
( тавтологинчен) килни.
ǎ) Тупмалли ( сутмалли ) юмахсем( туптармǎшсем) – халǎхǎн нихǎçан кивелмен поэзи хайлавĕсем. Вĕсем халǎх ǎс-тǎнĕн, фантазийĕн иксĕлми çǎлкуçĕ. Сǎнарлǎ сǎмах çаврǎнǎшĕсем калаçǎва, пуплеве сǎнарлǎ, кǎсǎк, илемлĕ, шухǎша анлǎ тума кирли. Туптармǎшсене тупсǎм тǎрǎх ушкǎнлани.
Вуласа вĕренме: çут çанталǎк пулǎмĕсене, килти тата тискер кайǎксемпе чĕр чунсене сǎнлакан тупмалли юмахсем.
Вуласа паллашма: Хуçалǎх таврашне сǎнлакан тупмалли юмахсем.
Килти вулав: Тыр-пула. Савǎт-сапапа апат-çимĕçе сǎнлакан тупмалли юмахсем.
б) Сǎнавсемпе паллǎсем – халǎхǎн тĕнчекурǎмне, ǎс-тǎнлǎхне, шухǎшне, пуянлǎхне кǎтартакан сǎмахлǎх тĕслĕхĕсем. Сǎнавсемпе паллǎсем – çут çанталǎкри пулǎмсен улшǎнǎвĕсем урлǎ мĕнле çанталǎк пуласса, хуçалǎх ĕçĕсене епле тата хǎçан тусан мĕнле пуласса сǎнаса пынин пĕтĕмлетĕвĕ.
Вуласа вĕренме: çанталǎк сǎнавĕсем: а) çут çанталǎкри пулǎмсем тǎрǎх; ǎ) чĕр чунсене сǎнани тǎрǎх; б) ÿсен-тǎран е ытти тĕрлĕ япала улшанни тǎрǎх.
Вуласа паллашма: Петĕмĕшле паллǎсемпе ĕненÿсем.
Килти вулав: Ял хуçалǎх ĕçĕсем çинчен калакан сǎнавсем.
Ăсталǎхпа илем тĕнчи. Кĕске формǎллǎ сǎнавсемпе паллǎсем, вĕсене каласа-ÿкерсе пани сǎнлав
( описании) меслечĕпе пулни. Вĕсенчи фразеологизмсем, эпитетсем, метафорǎсем.
Юмах юплĕ – хÿри кукǎр. ( 4 сех)
Юмах – халǎх сǎмахлǎхĕн анлǎ сарǎлнǎ жанрĕ, халǎхǎн чи ырǎ енĕсемпе ĕмĕт-шанчǎкне, чǎнлǎхпа суяна, ырǎпа усал чиккисене, кǎмǎл-сипет енĕсене сǎнарлакан чи вǎйлǎ хайлавсен тĕсĕ. Кашни юмахра – халǎхǎн ǎсĕ. Ĕмĕчĕ, шухǎшлавĕ, ǎшǎ кулли, çивĕч чĕлхи. Юмах тĕсĕсем: чĕр чунсем çинчен калакан юмахсем, асамлǎ юмахсем, йǎла юмахĕсем.
1) Чĕр чунсем çинчен хайланǎ юмахсем.
Вуласа вĕренме: « Тилĕпе ула такка».
Вуласа паллашма: « Тилĕ тус», т.ыт.те.
Килте вулама:
2) Асамлǎ юмахсем:
Вуласа вĕренме: « Сарǎ кун çĕршывĕнче»
Вуласа паллашма: « Ух старик»
Килте вулама:
3) Йǎла юмахĕсем
Вуласа вĕренме: « Ăслǎ хĕр».
Вуласа паллашма:
Килте вулама:
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: Юмах тытǎмĕпе сǎнарлǎхĕ.
Литература юмахĕсем.( 3 сех)
Çыравçǎ юмахĕсем – халǎх сǎмахлǎхне пухса, сюжечĕсемпе усǎ курса. Урǎхлатса çĕнетнĕ хайлавсем. Юмахсенчи пурнǎç чǎнлǎхĕ. Вĕсенче этеме пур енлĕн сǎнлани. Ǎса вĕрентсе калани.
Вуласа вĕренме: К.В.Иванов. « Икĕ хĕр», Тимĕр тылǎ».
Вуласа паллашма: М.Трубина. « Шĕшкĕ»
Килте вулама:
Асталǎхпа илем тĕнчи: Литература юмахĕсем. Юмах чĕлхин çивĕчлĕхĕ, çыпǎçулǎхĕ, илемлĕхĕ. Халǎх юмахĕсемпе литература юмахĕсем хушшинчи уйрǎмлǎхсемпе пĕрешкеллĕхсем.
Тǎван кил – ылтǎн сǎпка. (3 сех)
Тǎван кил – йышри ырǎ тĕслĕх вырǎнĕ, хавхалантарǎвĕ. Тǎван кил – ǎсталǎх вырǎнĕ, кил ǎшши, чун ǎшши. Сапǎрлǎх, Сǎпайлǎх, Типтерлĕх.
Вуласа вĕренме: А. Васильева. « Çĕн кайǎкпа кантраллǎ кукǎль».
А. Ěçхĕл. « Анне».
Вуласа паллашма:В. Элпи. « Водолаз». 2 Анне».
Килте вулама: Л. Смолина « Мамак».
Чĕр чунсем – пирĕн туссем. ( 4 сех)
Чĕр чун – çут çанталǎк пайĕ, пурнǎç çыхǎнǎвĕн пĕр сыпǎкĕ. Ачасене чĕр чунсене юратма вĕрентесси. Ǎшǎ, сепĕç, таса туйǎмсене аталанма чĕр чунсем пулǎшни.
Вуласа вĕренме: Ева Лисина. « Мускав кушакĕсене чапа кǎлартǎм».
Ф. Осипов. « Хавруç».
Вуласа паллашма: Л. Мартьянова « Малька», В. Туркай « Айǎп»
Килте вулама: Л. Сарине « кукамайǎн сар чǎххи», А. Уçǎпĕ « Кучченеç çĕклекен йытǎ»
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Сǎмах – сǎнарлǎ пуплев никĕсĕ.
Вǎйли çук та этемрен. ( ( 7 сех)
Этем хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ăс-хакăлĕпе, тавçăрулахĕпе çут тĕнче хуçи пулса тăни. Чăваш халăхĕн маттур ывăлĕсемпе хĕрĕсем çинчен пĕтĕмлетсе калани. Халăх паттăрĕсем литература сăнарĕсем пулса тăни.
Вуласа вĕренме: Н. Янкас « Чапаев вилĕмĕ», Т. Петĕркки « Çутталла»
Вуласа паллашма: К. петров « Сенкер çǎлтǎр»
Килте вулама: « А. Николаева « Ывǎлǎм çинчен»
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: Сǎнар – илемлĕ хайлавǎн тĕп шǎнǎрĕ.
Ырǎ çын пуласси ачаран паллǎ. (9 сех)
Хайлавсем çын пурнăçне, ĕçне-хĕлне тĕрлĕ енчен кăтартни, мал ĕмĕтлĕ, таса чунлă пулма вĕрентни. Хайлавсенчи ырă тата сивлек сăнарсем вулакана шухăшлама хистени.
Вуласа вĕренме:
М. Ухсай. «Ирхи сывлăм».Петĕр Ялкир. « Палашу», « ǎçта тĕрĕслĕх», « Парне», « Хуралçǎ», « Вывеска», « Шǎшисем».
Вуласа паллашма:
Александра Лазарева « Улǎхра»
Килте вулама:
Николай Айзман. «Хăшĕ суять?» А. Александров « Тĕрĕс тунǎ»
Ăсталăхпа илем тĕнчи. Мĕн вăл кулăш? Кулăш — начара тиркени, ырра ырлани. Калаçу мелĕ — шахвăртуллă, ытарлă диалог. Пĕр-пĕр юмахран, кĕске калавран диалог, инсценировка, сценка туса çырасси. Инсценировка тата интермедии. Интермедири ǎшǎ кулǎш.
Ĕç çынна илем кÿрет ( 10 сех)
Ырми-канми ĕç — чăвашăн пурнăçĕ, кун-çулĕ, хавалĕ. Ачасен ĕçченлĕхĕ — аслисенчен вĕренни. Ĕçрен пăрăнманни, вĕçне çитиччен пурнăçлани ачан чун çирĕплĕхне аталанма пулăшни. Ĕçре кăмăл пуянланни, ăс çивĕчленни, туслăх çурални.
Вуласа вĕренме:
Иван Егоров. «Ывăл».
Е. Осипова « Пахчари хÿшĕ»
Вуласа паллашма:
Алексей Медведев. «Йĕкел пухма кайни».
Килте вулама:
Трубина Мархви. «Асăнмалăх, савăнмалăх».
Ăсталăхпа илем тĕнчи. Мĕн вал калав? Калав — пурнăçри пĕр-пĕр ĕçе е саманта уçса паракан, сăвăласа е прозăласа çырнă пысăках мар илемлĕ хайлав. Калав тĕшши, ячĕн пĕлтерĕшĕ, тытăмĕ.
Йĕлме йĕлтĕр йǎлтǎр-ялтǎр ( 4 сех)
Хĕл илемĕ — ачасен савăнăçĕ. Вĕренÿпе канăва килĕшуллĕ йĕркелесе пырасси, сывлăха çирĕплетесси.Çут çанталăк, чĕрĕ чунăн, çыннăн чун-чĕре илемĕ. Чăваш çыравçисем çакна хăйне майлă уçса пани.
Вуласа вĕренме:
Мĕтри Ваçлейĕ. « Йĕлтĕрпе»
А.Алка « юр çунǎ»
Вуласа паллашма: Н. Сладков калавĕсем.
Килте вулама: Г. Харлампьев « Чее тиле улталани», « Уйǎпсем»
Иван Малкай « Хĕл çитсен»
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: Сǎнлани
Асли ǎслǎ, кĕçĕнни сапǎр пултǎр. (8 сех)
Ăрури çынсен çыхăнăвĕ. Ачасем аслисене хисеплеме, каланине итлеме, йывăрлăхра пулăшма хăнăхса пыни, ĕçчен пулни, йывăрлăхсенчен хăраманни, пурнăç тÿнтерлĕхĕсемпе килĕшменни, чун-чĕре тасалăхне упрани.
Вуласа вĕренме:
Елизавета Осипова. «Хăвăртрах çитĕнесчĕ».
Лидия Сарине « Цирк курма кайни»
Вуласа паллашма:
Елизавета Осипова. « Кǎмǎл улшанчĕ»
Килте вулама:
Çемен Элкер. «Унтри».
Ăсталăхпа илем тĕнчи. Калав тĕсĕсем. Калавăн илемлĕх тĕнчи: калас тенине сăмахпа сăнарлă ÿкерчĕклĕн кăтартни; çырса кăтартнин тĕрлĕ варианчĕсем: характеристика, сăнлав, портрет, автор характеристики.
Килчĕ ырǎ çукунне. ( 8 сех)
Çуркунне паллисем çинчен калани (хĕвел хăйĕн ăшшине çĕр çине ытларах яма пуçлани, йывăçсен тĕсĕ улшăнни, юр хуралса пыни, ирĕлни, юхса кайни), ача-пăча савăнăçĕ, вĕçен кайаксене кĕтсе илни, çут çанталăк чĕрĕлни, унăн илемĕ, ăна санама пĕлесси.
Вуласа вĕренме:
Николай Шелепи. «Çуркунне».
Ухсай Яккавĕ. «Çурхи ÿкерчĕк».
Валентин Урташ. « Çурхи кунсем»
Вуласа паллашма:
Н. Сладков « Кайǎк мунчи», « Хурǎн шывĕ», « Хǎрасан-шуйхатсан»
Прохор Емельянов, «Çумăр тумламĕ».
Килте вулама:
Николай Матвеев. «Таврана илем кÿреççĕ».
Ăсталăхпа илем тĕнчи. Троп — сăнарлă шухăш пайрăмĕ, илемлĕ пуплев çаврăмĕ, унăн икĕ енлĕхĕ: сăмахăн тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем. Тропсем: эпитет, танлаштару, сăпатлантару, метафора.
Ан пултǎр вǎрçǎ нихǎçан. (17)
Халăх паттăрлăхне, туслăхне, тăшмана курайманнине кăтартакан хайлавсем. Вăрçă тискерлĕхĕ çын пурнăçне, ăс-халне, чун-чĕрине амантса хăварни.
Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтакăн хастарлăхĕ, вăл вилĕме хирĕç тухса паттăрлăх çулне суйласа илни.
Вуласа вĕренме:
Николай Мартынов. «Юнлǎ çырла».
Петĕр Эйзин. «Ан пултǎр вăрçă нихăçан!»
Хветĕр Уяр. «Куçук».
Вуласа паллашма:
Леонид Агаков. «Партизан Мурат».
Килте вулама:
Леониç Агаков. «Кăсăя».
Ăсталăхпа илем тĕнчи. Хайлав теми — хайлавра мĕн çинчен каласа кăтартни. Тема тупма хăнăхтарасси.
15. Çĕрĕм-шывăм — тăван çĕршыв ( 15 сех.)
Тăван кил, тăван ял-хула, тăван тавралăх — аслă тĕнчери чи хаклă вырăнсем. Вĕсенчи илемпе пуянлăха упрасси — этемĕн тÿрĕ тивĕçĕ. Çĕршыв илемĕ, пурлăхĕ-ырлăхĕ çынна йывăр вăхăтра та пурнăçа юратма шанчăкпа хăват парса тăни.
Вуласа вĕренме:
Петĕр Хусанкай. «Çĕршывǎмçǎм, Чăваш çĕршывĕ».
Юрий Скворцов. « вǎлтари рак».
Н. Ваçанкка. « Çуллахи каç»
Н. Теветкел. « Карттǎ»
Вуласа паллашма:
Алексей Афанасьев. «Тĕнче хитре».
Семен Элкер. «Хура вăрман хушшинче».
Килте вулама:
Иван Ивник. «Улăх илемĕ».
Юрий Вирьял. «Çер пин юрǎ çĕршывĕ».
Юхма Мишши. «Акăш кÿлли».
Асталахпа илем тĕнчи. Сăвă хывăмĕ: сăвă çаври, састашĕ (рифми), кĕвĕлĕхĕ (ритми).
Пăхмасăр калама вĕренмелле:
Халăх сăмахлăхĕнчен: «Касрам, касрăм...», «Пысăк пул», «Катаччи-катаччи».
Константин Иванов. «Икĕ хĕр».
Петĕр Эйзин. «Тумлам».
Иван Ивник. «Хĕл илемĕ» е «Шурă юр».
Ухсай Яккавĕ. «Çурхи ÿкерчĕк».
Нестер Янкас. «Чапаев вилĕмĕ».
Петĕр Хусанкай. «Пурăнах, Чăваш çĕршывĕ».
Ирĕклĕ вулав валли:
Валом Ахун. «Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçĕм», «Ача-пăча юмахĕсем».
Геннаçий Воронцов. «Ача-пăча сăввисем».
Георгий Ефимов. «Ырă кăмăл».
Мария Волкова. «Сан валли», «Юхăм».
Алексанçр Галкин. «Пĕчĕк ĕçченсем».
Ева Лисина. «Паркка мучи калавĕсем».
Василий Çавыçов-Анатри. «Сатин кĕпе», «Аттесен çулĕпе».
Лиçия Иванова (Сарине). «Кукамайăн сар чăххи».
Илпек Микулайĕ. «Куçукпа чĕрĕп», «Калавсем».
Алексанçр Ильин. «Çумăр ташши», «Çаран çинче».
Николай Исмуков. «Кăсăя».
Алексанçр Калкан. «Ĕсчен кушак», «Шăнкăр-шăнкăр шыв».
Петр Львов. «Тăватă тус».
Григорий Луч. «Пăшалсăр сунарçă».
Геннаçий Мальцев. «Пирĕн асанне».
Раиса Сарпи. «Парне», «Транкки», «Тарнаккай».
Юрий Сементер. «Пирĕн вайа карти».
Анатолий Ыхра. «Парчакан пек хер ача».
Герасим Харлампьев. «Ытарайми сĕршывра
Лаврентий Таллеров. «Хуран шывĕ
Алексанçр Алга. «Курак йави», «Таван сĕршыв картти умĕнче
Ольга Туркай «Илемпи савăнăçĕ»
Пăрăнми пĕлмелли ăнлавсем
автор
автор характеристики
автор юмахĕсем
ваттисен сăмахĕсем
герой
диалог (пуплев)
жанр
илемлĕх пайрăмĕсем
интерьер
капав, калавса
калану (повествовани, эпика)
каларăш
кĕвĕлĕх (ритм)
кулăш
литература речĕсем (несĕлĕсем)
метафора
миф (хайла, хаймак)
пейзаж
пĕчĕклетÿ (литота)
приключени (таймак) хайлавĕ
пысăклату (гипербола)
сăвă çаври
сăнавсемпе паллăсем
сăнар, персонаж
сăнлав (описани)
сăпатпантару
састаш (рифма)
сюжет (пуламсем, персонажсем)
çыруллă сăмахлăх
танлаштару
троп (ытарла сăмах)
туптармăш
хайлав тытăмĕ (композици)
хайлалăх (мифла шухăшлав)
хайлаври сăн-сапат (портрет)
халап
халах самахлăхĕ
характеристика (сăнĕ-пичĕ, ĕçĕ-
хĕлĕ, кăмăлĕ) шахвăрту
ытарлăхсем (аллегорисем) эпизод эпитет юмах
юмах тĕсĕсем юмах тытăмĕ
Вĕренекенсен çаксене пĕлмелле
- вĕреннĕ хайлавсенчи ĕçсен йĕркине тата сăнарсене
- вĕреннĕ хайлавсен тата паллă çыравçăсен ячĕсене
- халăх самахлăхĕнчи тата литературăри жанрсен тĕсĕсене уйăрса илме;
- программăра кăтартнă текстсене пăхмасăр калама.
Вĕренекенсен çаксене тума пултармалла:
- вĕреннĕ хайлавсенчи пĕчĕк курăнусене (эпизоçсене) уйăрса илме;
- хайлавсенчи ĕçсемпе пулăмсен çыхăнăвне кăтартма;
- учитель хушнипе хайлаври сăнарсене уçса пама;
- малтан паллашнă хайлавсемпе вĕрену тексчĕсене тĕрĕс вулама;
- пăхмасăр калама вĕреннĕ хайлавсене илемлĕ калама;
- эпикăлла хайлавсен е пĕр-пĕр сыпăкăн соçержанине кĕскен, туллин каласа е çырса пама;
- пысăках мар хайлавăн е пысăк хайлав сыпăкĕн планне тума;
- вĕренÿ кĕнекисенчи ăнлантарусемпе усă курма;
- пуçарулăх ĕçĕ (сăвă, тĕрленчĕк, статья т.ыт.те) çырма
5 класс. Чǎваш литератури. Тематика планĕ.
Урок темисем | Урок тĕллевĕсем | Класри ĕç | Килти ĕç. | Сехетсен шучĕ | Срокесем | | |
1. Кÿртĕм калаçу | Чǎваш литературин тытǎмĕпе паллаштарасси. Искусство тĕсĕсене аса илесси, литература геройĕпе паллаштарасси, илемлĕ литература хайлавĕсене наука хайлавĕсенчен уйǎрса илме вĕрентесси | Текстпа паллаштарасси, илемлĕ вулав, конспект çырма вĕрентни | 6-8 стр. ыйтусемпе ĕçсем | 1 | 7.09.10. | | |
2-3. Ача-пǎча сǎмахлǎхĕ. | Ача-пǎча сǎмахлǎхĕпе паллаштарасси, ансат вǎйǎсене выляма вĕрентесси | Илемлĕ вулав, вǎйǎсене выляни. | 9-12 стр. Ыйтусемпе еçсем | 2 | 14.09.10. 21.09.10. | | |
4. Илĕртмĕш такмаксем | Илĕртмĕш такмаксемпе паллаштарасси, вĕсен пĕлтерĕшне палǎртасси, пÿрнесене чĕрĕ çынсемпе танлаштарса пǎхни | Илемлĕ вулав, ыйтусемпе ĕçлени | 2 ĕç, стр.14. | 1 | 28.09.10. | | |
5. Чĕнÿ-йыхрав сǎвви-юрри, сыпǎнуллǎ сǎвǎ-юрǎ. | Чĕнÿ-йыхрав сǎвви-юррипе паллаштарасси. | Палǎртуллǎ вулав, ыйтусемпе ĕçсем | 5 ĕç, стр.16, пǎхмасǎр | 1 | 5.10.10. | | |
6. Йǎла уявĕсен сǎвви-юррисем. | Йǎла уявĕсемпе, вĕсен юррисемпе паллаштарасси | | | 1 | 12.10.10. | | |
7. Йǎла уявĕсем. Хумма Семенĕ « Çǎварни» | Хумма Семенĕн « сǎварни» хайлавĕпе паллаштарасси | Укерчĕксемпе ĕçлени , текстсемпе паллашни | Килти вулав кĕнекинчен, 22-23 стр. учебник | 1 | 19.10.10. | | |
| | | | | | | |
8. Ваттисен сǎмахесем. | Ваттисен сǎмахĕсемпе, вĕсен пĕлтерĕшĕсемпе паллаштарасси | Ваттисен сǎмахĕсене çырмалла. вуламалла | 27 стр. ыйтусем, ваттисен сǎмахĕсене çыр | 1 | 26.10.10. | | |
9. Тупмалли юмахсем. | Тупмалли юмахсен пĕлтерĕшĕсемпе паллаштарасси. | 28-31 стр. | 30-31 стр. ыйтусем | 1 | 9.11.10. | | |
10. Сǎнавсемпе паллǎсем. | Тĕрлĕрен сǎнавсемпе паллǎсем çинчен вĕрентесси, çут çанталǎка сǎнама хǎнǎхтарасси | 31-34 стр. | 34-37 стр. Сочинени | 1 | 9.11.10. | | |
11. Юмах юплĕ- хури кукǎр. « Тилĕпе ула такка» | Юмахсен тĕсĕсемпе паллаштарасси | Илемлĕ вулав. конспект | Терминсене вĕренме, содерж. | 1 | 13.11.10. | | |
12-13. « Сарǎ кун çĕр-шывĕнче» | Юмах содержанипе, пĕлтерĕшĕпе паллаштарасси | Илемлĕ вулав | 53 стр. ыйтусем, сод. | 1 | 16.11.10 16.11.10 | | |
14 « Аслǎ хĕр» | Юмах содержанипе, тĕп шухǎшĕпе паллаштарасси | 54-58 стр. | Юмахсем вуламалл | 1 | 20.11.10. | | |
15. К. Иванов « Икĕ хĕр» | К. Иванов пултарулǎхĕпе, унǎн юмахесемпе паллаштарасси | 60-62 стр. | пǎхмасǎр | 1 | 23.11.10 | | |
16. « Тимĕр тылǎ» | « литература юмахĕсем çинчен вĕрентесси, юмах содержанине ǎнлантарасси | 63-67 стр. план. | КВУ стр 40-46 | 1 | 23.11.10 | | |
17. к/в М.Д.Трубина « Шĕшкĕ» | Ачасене йывǎç-курǎка юратма вĕрентесси | Илемлĕ вулав, план, | Содержании | 1 | 27.11.10. | | |
18. А. Васильева « çĕн кайǎкпа кантраллǎ ку | Тǎван кил, атте-аннене юратма вĕрентесси, писательница пултарулǎхĕпе паллаштарасси | 71-75 стр. | В. Эльпи « Анне» | 1 | 30.11.10 | | |
19. А. ĕçхĕл « Анне» | Поэт пултарулǎхĕпе, унǎн сǎввин пĕлтерĕшĕпе паллаштарасси | Илемлĕ вулав | Савǎ пǎхмасǎр | 1 | 30.11.10. | | |
20.. ç/п « Манǎн юратнǎ анне» | Сǎнлав сочиненийĕ çырма вĕрентесси | Калаçу ирттересси, план тǎвасси. | Çырса пĕтермелле | 1 | 4.12.10. | | |
21-22. Ева Лисина « Мускав кушакĕсене чапа кǎлартǎм» | Ева Лисина ачалǎхĕпе, унǎн пултарулǎхĕпе паллаштарасси | 80-89 стр. | Содержании | 2 | 7.12.10. 7.12.10. | | |
23-24. Ф. Осипов « Хавруç» | Ф. Осипов пултарулǎхĕпе паллаштарасси | Илемлĕ вулав. 97-99 стр. конспект | К/в кенеки 74-79 стр. | 2 | 11.12.10. 14.12.10 | | |
25. Н. Янкас « Чапаев вилĕмĕ» | Н. Янкас пултарулǎхĕпе паллаштарасси, хǎюлла пулма вĕрентесси. | Илемлĕ вулав, ыйтусемпе ĕçсем | Пǎхмасǎр | 1 | 14.12.10 | | |
26-27. Т. Петĕркки « Çутталла» | Т.Петĕрккин ачалǎхĕпе паллаштарасси, драма хайлавĕсене вуласа ǎнланма хǎнǎхтарасси | Рольсемпе вулани | Содерж., сǎнарсем | 2 | 18.12.10. 21.12.10. | | |
28 ç/п « Вĕренни- çутǎ, вĕренменни-тĕттĕм» | Сочинени çырма вĕрентесси | | | 1 | 21.12.10. | | |
29. « Сǎнар- илемлĕ хайлав шǎнǎрĕ» | | Вуласа ǎнланмалла | 134 стр. ыйтусем | 1 | 25.12.10. | | |
30. К/в К. Петров « Сенкер çǎлтǎр» | А. Николаев пултарулǎхĕпе паллаштарасси | 90-99 стр. | Содерж. | 1 | 28.12.10 | | |
31. К/в А. Николаева « Ывǎлǎм çинчен» | Амǎшĕ А. Николаев Синчен аса илнипе паллаштарасси | | | 1 | 28.12.10. | | |
32-33. М. Ухсай « Ирхи сывлǎм» | М. Ухсай пултарулǎхĕпе паллаштарасси, ачасене ĕçе юратма вĕрентесси | 135-140 стр. | Содержан | 2 | 11.01.11. 11.01.11. | | |
34-35. П. Ялкир.Интермедисем | П.Ялкир пултарулǎхĕпе, унǎн хайлавĕсемпе паллаштарасси | Рольсемпе вулани | Ыйтусемпе ĕçсем | 2 | 15.01.11. 18.01.11. | | |
36. Интермедири ǎшǎ кулǎш | Теории материалĕпе паллаштарасси | 150-152 стр. Конспект | Терминсене вĕрен | 1 | 18.01.11. | | |
37. К\в Н.Айзман « Хǎшĕ суять?» | | | Вуласа пĕтер | 1 | 22.01.11. | | |
38. К/в А. Александров « Тĕрĕс тунǎ» | | | Вула, сод. | 1 | 25.01.11. | | |
39-40. А. Лазарева « Улǎхра» | | | Сод. Ыйтусемпе ĕçсем | 2 | 25.01.11. 29.01.11. | | |
41-42. И. Егоров « Ывǎл» | И. Егоров пултарулǎхĕпе унǎн хайлавĕпе паллашасси | Илемлĕ вулав, ыйтусемпе ĕçлени | Сод., ыйтусем пе ĕçсем | 2 | 1.02.11. 1.02.11. | | |
43-45. Е. Осипова « Пахчари хÿшĕ» | Е. Осипова пултарулǎхĕпе, хайлавĕсемпе паллаштарасси, ачасене ĕсе юратма вĕрентесси | 164-178 стр. | Сод. 178-179 ыйтусем. | 3 | 5.02.11. 8.02.11. 8.02.11. | | |
46. ç/п « Ěç- пурнǎç тыткǎчи» | | | | 1 | 12.02.11. | | |
47-49.К/в Ача-пǎча сǎмахлǎхĕ кĕнекерен | | | | 3 | 15.02.11. 15.02.11. 19.02.11. | | |
50. Мĕтри Ваçлейĕ « Йĕлтĕрпе» | М. Ваçлейĕн пултарулǎхĕпе, унǎн сǎввипе паллаштарасси, хĕл илемне курма вĕрентесси | Илемлĕ вулав | Пǎхмасǎр | 1 | 22.02.11. | | |
51. А.Алка « Юр çунǎ». Сǎнлани | А.Алка пултарулǎхĕпе паллаштарасси, юр çунине сǎнама хǎнǎхтарасси. Сǎнлани мĕнне ǎнлантарасси | Илемлĕ вулав, теории материалне вĕренни | Илемлĕ вулав. Термин пĕлмелле, 4 ĕç стр 188 | 1 | 22.02.11. | | |
52-53 К/в Н. Сладков калавĕсем | | | Сод., çырса хуни | 2 | 26.02.11. 1.03.11. | | |
54-55. Л. Сарине «Цирк курма каясче» | Л. Сарине пултарулǎхĕпе, унǎн хайлавĕн тĕп шухашĕпе паллаштарасси | 187-200стр. | Содер., сǎнарсем | 2 | 1.03.11. 5.03.11 | | |
56-57. Е. Осипова « Хǎвǎртрах çитĕнесчĕ» | Е.Осипова хайлавĕпе паллаштарасси | 200-210 стр. | Сод. | 2 | 12.03.11 15.03.11 | | |
58. ç\п Çыру çырни 212 стр. | | | | 1 | 15.03.11 | | |
59. К/в Е. Осипова « Кǎмǎл улшǎнчĕ» | | | 144-151 стр квк | 2 | 19.03.11 | | |
60. Калав тĕсĕсем | Калав тĕсĕсемпе паллаштарасси | Конспект | Вĕренмелле | 1 | 29.03.11 | | |
61. В. Урташ « Çурхи кунсем» | В. Урташ пултарулǎхĕпе паллаштарасси. Илемлĕ вулама вĕрентесси, çыхǎнуллǎ пуплеве аталантарасси | 214-215 стр. | Ыйтусемпе ĕçсем | 1 | 29.03.11 | | |
62. Н. Шелепи « Çуркунне» | Н. Шелепи пултарулǎхĕпе паллаштарасси | Илемлĕ вулав | Пǎхмасǎр | 1 | 2.04.11 | | |
63. У. Яккǎвĕ « Çурхи ÿкерчĕк» | У. Яккǎвĕн пултарулǎхĕпе паллахштарасси, сǎвǎ тǎрах ÿкерчĕк тума хǎнǎхтарасси | 219-221 стр. илемлĕ вулав, ыйтусем | Çурхи ÿкерчĕке сǎмахпа каламал. | 1 | 5.04.11 | | |
64 Троп- сǎнарлǎ шухǎш пайрǎмĕ | Тропсемпе паллаштарасси | Терминсене конспектлани | Терминсене вĕренмел. | 1 | 5.04.11 | | |
65. Сǎвǎ çыратпǎр хамǎрах | Сǎвǎ çырма вĕренмелли урок | | Сǎвǎ çырма | 1 | 9.04.11 | | |
66. К/в | | 166-174 стр. | Сод. | 2 | 12.04.11 | | |
67 ç/п Килчĕ çитрĕ çуркунне | | | | 1 | 12.04.11 | | |
68-69. Н. Мартынов « Юнлǎ çырла» | Н. Мартынов пултарулǎхĕпе паллаштарасси, вǎрçǎ кунĕсене аса илесси, мирлĕ пурнǎçшǎн кар тǎма вĕрентесси | 225-234 стр. | Сод. | 1 | 16.04.11 19.04.11 | | |
70-71. Изложени « Юнлǎ çырла» | | | Çырса пĕтерме | 1 | 19.04.11 23.04.11 | | |
72. Хайлав теми, тĕп шухǎшĕ. | Хайлав темипе тĕп шухǎшне уйǎрма вĕрентесси | | 4 ĕç стр 234 | 1 | 26.04.11 | | |
73 ç/п кĕнекери темǎсем | | | | 1 | 25.04.11 | | |
74. Л.Агаков « Кǎсǎя» К/в урокĕ | | | Содержании | 1 | 30.04.11 | | |
75. Х. Уяр. «Куçук» | | | Сод. | 1 | 3.05.11 | | |
76. Вǎрçǎ темипе çырнǎ сǎвǎсем | Ачасен хайсен сǎвǎсем çырса пахмалла | | Сырма | 1 | 3.05.11 | | |
77. Н. Теветкел « Карттǎ» | Н.Теветкел пултарулǎхĕпе паллаштарасси | Илемлĕ вулав | Ыйтусемпе ĕçсем | 1 | 7.05.11 | | |
78. П.Хусануай « çĕршывǎмçǎм, чǎваш çĕршывĕ» | П.Хусанкай пултарулǎхĕпе, унǎн сǎввисен тĕп шухǎшĕпе паллаштарасси | 239-241 стр. | Пǎхмасǎр | 1 | 10.05.11 | | |
79.Н. Ваçанкка « çуллахи каç» | Н.Ваçанкка пултарулǎхĕпе паллаштарасси | Илемлĕ вулав. Ыйтусемпе ĕçлени | Пǎхмасǎр | 1 | 10.05.11 | | |
80. ç/п « Çуллана кĕтетĕп чǎтǎмсǎррǎн» | | | | 1 | 14.05.11 | | |
81-82. Ю.Скворцов « Вǎлтари рак» | Ю.Скворцов пултарулǎхĕпе паллаштарасси. Калав содержанине ǎнланма пулашасси | 245-259 стр. | Ыйтусемпе ĕçсем | 1 | 17.05.11 17.05.11 | | |
83. К/В | Килти вулав кĕнекинчи хайлавсемпе паллашасси | 198-202 стр. | Сод. | 1 | 21.05.11 | | |
84. Сǎвǎ хывǎмĕ. Сǎвǎ çырасси. | Ачасене сǎвǎ çырас ǎсталǎха вĕрентесси | 250-252 стр. | Сǎвǎ çырма | 1 | 24.05.11 | | |
85 Вĕреннине аса илни. Пĕтĕмлетÿ. | | | | | 24.05.11 | | |
| | | | | | |