Чǎваш литературине вĕрентмелли ĕç программи

Вид материалаЛитература

Содержание


Халǎх сǎмахлǎхĕ.
Вулвса вĕренме
Килте вулама
2. Вǎйǎ-улах, хǎна юррисем ( 5 сех.)
Вуласа вĕренме
Укçапала эрехех çынна ǎсран кǎларать ( 6 сех.)
Вуласа вĕренме
Килте вулама
5. Тǎван чĕлхе – чǎваш чĕлхи. ( 7 сех.)
Вуласа вĕренме
Вуласа паллашма
6. Тǎван çĕр-шыв сывǎ пулсан тǎван йǎву та пулĕ сан… ( 7 сех.)
Вуласа вĕренме
7. Кайǎк хитре тĕкĕпе, этем – ырǎ ǎсĕпе. ( 6 сех.)
Вуласа вĕренме
8. Пĕчĕк çыннǎн пысǎк чунĕ ( 8 сех.)
Вуласа вĕренме
Килте вулама
9. Çут санталǎк – этемлĕх сǎпки.( 11 сех.)
Вуласа вĕренме
...
Полное содержание
Подобный материал:
1   2   3   4   5   6   7

VII класс.

Хайлавсене вуласа тишкерме – 50 сехет.

Калаçупа çыру ǎсталǎхне якатма – 10 сехет.

Килти вулава йĕркуелеме – 8 сехет.

Пĕтĕмпе – 68 сехет.

Кÿртĕм калаçу ( 1 сех)

Халǎх сǎмахлǎхĕ.

1. Истори юррисем ( 2 сех.)

Юрǎ 9-19 ĕмĕрсенче аталанни, халǎх историйĕн паллǎ тапхǎрĕсемпе çыхǎнни: 1) Атǎл тǎрǎхĕнчи çынсен пурнǎçне сǎнлани; 2) монгол-тутар, Хусан ханĕсем пусмǎрлани; 3) С. Разинпа Е. Пугачев сǎнарĕсем; 4) ирĕклĕх кĕрешĕвĕ.

Вулвса вĕренме: « Мамук ханǎн пуçне вǎрǎнтǎр», « Хура халǎх куççулĕсем», « Разин патша килнĕ тет», « Пире улпут çĕнес çук».

Вуласа паллашма: « Килĕ, çитĕ утлǎ паттǎр», « Шурǎ Атǎл çинче пурǎннǎ чух», « Атьǎр, тǎрар, хĕç тытар».

Килте вулама: Михаил Лермонтов. « Иван ĕмпÿпе çамрǎк сыхлавçǎ тата Калашник хуçа çинчен хунǎ юрǎ» ( К. В. Иванов куçарǎвĕ).

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Истории юррисем, вĕсен поэтики ( сюжет, истории чǎнлǎхĕ, сǎвǎ виçи, сǎнарсен тытǎмĕ, чĕлхе илемĕ).

2. Вǎйǎ-улах, хǎна юррисем ( 5 сех.)

Юрǎ этеме пурнǎçри йывǎрлǎхсене çĕнтерме, халǎх тытса пыракан ырǎ йĕркепе пурǎнма вĕрентни, ырра малалла аталантарма пулǎшни, телейшĕн кĕрешме хавхалану кÿни. Хǎна, вǎйǎ-улах юррисем янǎравлǎ, ǎшǎ туйǎмлǎ, çут çанталǎкри илемлĕхпе пĕр кĕвĕллĕ пулни, вĕсенче çынсем хǎйсен кǎмǎл-туйǎмне туллин кǎтартни.

Хǎна юррисем пурнǎçа анлǎн хакласа пĕтĕмлетни: çĕр ĕçĕн тухǎçлǎхне хисеплесе, ĕçе чысласа, пурнǎçа пĕтĕмлетсе юрлани.

Вуласа вĕренме: « Çĕмĕрт çеçки çурǎлсан», « Çерем пусса вир акрǎм», 2 сар хĕр сиксе вǎй калать», « Пирĕн урам анаталла». « Саки сарǎ сарлака».

Вуласа паллашма: « Уйǎх çути çутǎ çутатать иккен», « Таван сана – тав сана», « Улми лайǎх-и..», « Саврǎм сире».

Килте вулама: « Хĕвел тухать хĕрелсе», « Эй, выляма, выляма».

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Çичĕ сыпǎклǎ сǎвǎ виçи. Юрǎ сǎввисен пахалǎхĕ: ансат сǎнарлǎх, хутламсем, мǎшǎрлǎхсем ( параллелизм), сǎпатлантару. Çирĕп тытǎнса тǎракан ытарлǎ пĕлтерĕшлĕ ( символа) сǎнарсем. Аллитераципе ассонанс ( пĕлÿпе хǎнǎхǎва аталантарасси).


Çыруллǎ сǎмахлǎх ( литература)
  1. Пусмǎрпа тĕттĕмлĕхе хирĕç ( 9 сех.)

Ĕç халǎхĕ пусмǎрçǎсене чун-чĕререн курайманни. Литературǎра тǎшманǎн ирсĕр ĕмĕтне-тĕллевне, мĕскĕнлĕхне ÿкерчĕклЛитературǎра тǎшманǎн ирсĕр ĕмĕтне-тĕллевне, мĕскĕнлĕхне ÿкерчĕклĕн кǎтартни.

Хайлавсенче 18 ĕмĕрти чǎваш ялĕ сǎнланни. Пǎлхавлǎ тытǎçусемпе чǎваш хресченĕн кĕрешĕвне сǎнарлǎн пĕтĕмлетни. Патша саманинчи ылханлǎ пурнǎçа, ирсĕр ĕçсене сǎнлǎхлǎ мелсемпе ÿкерни. Çут тĕнче илемĕпе пусмǎр тĕнчин сивлек сǎн-сǎпатне хирĕçлетсе кǎтартни. Сталин саманинче хĕн-хур курнǎ халǎх сǎнарĕ.

Халǎха тĕрĕслĕхшĕн çапǎсакансем майлǎ çавǎракан паттǎрлǎх, çĕкленÿлĕх хавхи( пафос).

Çĕнĕ саманашǎн, çĕнĕ пурнǎçшǎн çапǎçакан кĕрешÿçĕсене мухтани.

Çĕнĕ саманара чǎваш чĕлхи хǎватлǎн аталанса каясса шанни.

Вуласа вĕренме: Çеçпĕл Мишши « Иртнĕ самана», « Хурǎç шанчǎк», « Пуласси».

С. Элкер « Кушлавǎш уйĕ», « Хĕн-хур айĕнче».

Вуласа паллашма: Ф. Павлов « Судра».

Килте вулама: Иван Мучи « Хурǎнлǎ çул».

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Эпика тата лирика хайлавĕсен тĕп уйрǎмлǎхĕсем.


  1. Укçапала эрехех çынна ǎсран кǎларать ( 6 сех.)

Ĕçкĕпе иртĕхни этем пурнǎçĕшĕн пысǎк хǎруцшлǎх пулнине кǎтартни.

Укçапа эрехе, наркомание пула çын сǎнĕпе те, кǎмǎлĕпе те улшǎнса, тискерленсе пыни. Хайлавсенчи гуманизм идейисем, ырǎпа усал тавра автор шухǎшланисем.

Вуласа вĕренме: К. Иванов. « Çакǎ çутǎ тĕнчере». Игнатий Иванов « Çынна мулшǎн туман, мула çыншǎн тунǎ», Т. Мархви « Хǎнаран».

Вуласа паллашма: Денис Гордеев « Чĕкеç йǎвине ан аркатǎр». Юлия Силэм « Пумилкке».

Килте вулама: Наталья Шибаева « Амантнǎ чун». Николай Кушманов « Мул - эрнелНиколай Кушманов « Мул – эрнелĕх, ǎс – яланлǎх».

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Çыравçǎн сǎнарлǎ шухǎшлавĕ тата сǎнар калǎплас мелсем. Пуплев тĕсĕсем: монолог, диалог, полилог.


5. Тǎван чĕлхе – чǎваш чĕлхи. ( 7 сех.)

Чĕлхе –халǎх ǎсне, пĕлĕвне, кǎмǎлне упракан пурлǎх. Тǎван чĕлхесĕр наци аталанаймасть. Чĕлхе – иксĕлми пуянлǎх, ǎна емĕрĕпехвĕренмелле.

Лирика хайлавĕсенче çыравçǎсем чǎваваш чĕлхин илемĕпе, янǎрвлǎхĕпе савǎнса мухтанни, тǎван чĕлхене тиркекен, уншǎн тǎрǎшман çынсене питлени.

Вуласа вĕренме: П.хусанкай « Сǎмаххǎвачĕ», « Эпир пулнǎ, пур,пулатпǎр». А.Артемьев

« Хунавлах хǎрнисем». Г.Волков « Тǎван чĕлхемĕрçĕм». С. Мишши « Чǎваш чĕлхи».

Вуласа паллашма: Митта Ваçлейĕ « Тǎван чĕлхем». А. Канаш « Тǎван чĕлхене». Л. Смолина

« Парне – ачамǎрсене».

Килте вулама: В. Давыдов-Анатри « Тǎван чĕлхе». В. Туркай « Истории сучĕ умĕнче»

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Сǎвǎ виçисем. Сǎмахсен ытарлǎ тата куçǎмлǎ пĕлтерĕшĕсем: пуплев çаврǎмĕсем, шахвǎрту, пысǎклату, пĕчĕклетÿ, тропсем ( метонимии, синекдоха).


6. Тǎван çĕр-шыв сывǎ пулсан тǎван йǎву та пулĕ сан… ( 7 сех.)

Ваттисем тǎван çĕр-шыва куç шǎрçилле упрама хушни. Чǎваш халǎхĕ хǎйĕн çĕрне-шывне ĕлĕк те, халĕ те вилĕмрен хǎрамасǎр хÿтĕлени. Çер-шыв паттǎрĕсене мухтакан хайлавсем.

Илемлĕ литература ĕç халǎхĕн характер çирĕплĕхне, чǎтǎмлǎхне, чун-чĕре çуцлǎмне психологилле çивĕ те тарǎнрах сǎнлани.

Вуласа вĕренме: П. Хусанкай « Таня». Н. Теветкел « Ăçта-ши манǎн асатте?».

Вуласа паллашма: А. Ěçхĕл « Ăмǎрткайǎк». Н. Артемьева « Çухату».

Килте вулама: Иван Лисаев « Вун пиллĕкре эпĕ, комбат».

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Хайлавсен темипе тĕп шухǎшĕ, сюжечĕ унǎн тытǎмĕпе сыхǎнсса тǎни. Хайлав тытǎмĕ: еç умĕ, ĕç пуçламǎшĕ, еç аталанǎвĕ, тхĕрÿ саманчĕ, ĕç вĕçленĕвĕ.


7. Кайǎк хитре тĕкĕпе, этем – ырǎ ǎсĕпе. ( 6 сех.)

Этем ǎс-хакǎлĕ – кивçен туянайми пуянлǎх. Ǎс-хакǎла куллен-кун пухса пырасси. Литература – çын чунне, шалти тĕнчине уçса кǎтартакан сǎмах ÿнерĕ. Ǎчасен ÿсĕм йывǎрлǎхĕсем, вĕсене тĕрĕс ǎнланса сĕнтерме вĕрентесси.

Вуласа вĕренме: Ю.Скворцов « Ултǎк». Ю. Сементер « Сунǎм».

Вуласа паллашма: Л. Мартьянова « Калаç», « Хĕрсене». С. Шавли « пÿрнепе тĕллесе».

Килте вулама: Ю.Скворцов « Славик». А. Калкан « Каппайчǎк пучах».

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Произведенири сǎнарсене танлаштаруллǎ характеристика парасси, психологиллĕ сǎнлǎхсем, ǎшри монолог, лиризм çынссен характернее вǎйлатни.


8. Пĕчĕк çыннǎн пысǎк чунĕ ( 8 сех.)

Ǎс-хакǎлпа чун-чĕре килĕшÿлĕхĕ. Савǎнǎçпа киленĕве, тарǎхупа хурланǎва палǎртмалли мелсем. Çыравçǎсем гуманизм ыйтǎвĕсене çивĕччĕн хускатни, çынсен чун-чĕрине витĕмлĕн кǎтартни. Чун тасалǎхне ачаран упрасси. Пурнǎç тĕллевĕ – малалла чĕнекен хǎват.

Вуласа вĕренме: Ю.Скворцов « пушмак йĕрĕ». Г. Луч « Чун туйǎмĕ». Н. Терентьев « Кĕмĕл пĕлĕтсем».

Вуласа паллашма: Е. Осипова « Ытлашши тĕпренчĕк». Станислав Сатур « Çырмасем тискеррĕн курǎнаççĕ».

Килте вулама: Т. Мархви « Ача чухнехи».

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: Хайлаври хирĕç тǎру( конфликт) йерĕсем. Конфликтра сǎнарсен, характерсен витĕмлĕхĕ уçǎлса пыни. Тулашри ( çынсен хушшинчи) тата шалти ( çын чун-чĕринчи) хирĕçÿсем.


9. Çут санталǎк – этемлĕх сǎпки.( 11 сех.)

Этем – çут çанталǎкǎн чи ǎслǎ та вǎйлǎ чĕрĕ чуне. Этемпе тавралǎхǎн килĕшÿлĕхĕ. Тǎван тавралǎхри çут çанталǎка упрасси, пуянлатасси, тĕпчесси. Çут çанталǎк тасалǎхĕ – сывлǎх пахалǎхĕ. Экологи проблемисем: пархатарлǎ çын этеме юратнипе çеç çырлахманни, çут çанталǎк пуянлǎхĕпе илемĕшĕн тǎрǎшни, ǎна химии им-çамĕпе т.ыт.вараласа пĕтернине сивлени.

Вуласа вĕренме: М. Кипек « Кайǎк тусĕ». Г. Тал-Мǎрса « Хирте». М. Ваçлейĕ « Атǎл юрри».

С. Шавли « Тавтапуç сана, тĕнче».

Вуласа паллашма: С. Элкер « Ыраш пусси – тыр пусси».

Килте вулама: У. Яккǎвĕ « Хĕвеллĕ çумǎр».

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Лирика тĕсĕсем. Çут çанталǎк лирики. Çут çанталǎк илемнек, пулǎмĕсене, вǎхǎчĕсене сǎнлани. Илемлĕх мелĕсем.


10. Сарлака ман тǎван çĕр-шывǎм.( 6 сех.)

Пысǎк тата пĕчĕк тǎван çĕр-шывǎмǎр. Аслǎ çĕр-шывǎмǎр тǎван килтен пуçланни. Сĕр-шыва юратасси, упрасси, хÿтĕлесси – кашнин таса тивĕçĕ. Çĕр-шыв пучнлǎхĕшĕн, трĕклĕхĕпе никама пǎхǎнманлǎхĕшĕн кĕрешме пĕлни – этемĕн хаклǎ пахалǎхĕ.

Вуласа вĕренме: П. Хусанкай « Йыхрав», « Çуралнǎ çĕр-шывра». Ваалем Ахун « Хаклǎ çĕрĕм-шывǎм».

Вуласа паллашма: Ю.Скворцов « Шыв симĕсленнĕ чух». Энтип Ваçси « Çут çанталǎк илемĕ».

Килте вулама: Ю.Скворцов « Хĕлех хÿре кǎвакал». Л. Смолина « Тǎван ялǎм».

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Илемлĕ текст уйрǎмлǎхĕсем. Сǎмахǎн куçǎмлǎ пĕлтерĕшĕсем. Çыравçǎн кǎмǎла пĕлтермелли, тĕрлĕ пулǎма сǎнарлǎн ÿкермелли майĕсем ( пĕлÿпе хǎнǎхǎва аталантарасси).


Пăхмасăр калама вĕренмелле:

«Пире улпут çĕнес çук» (истори юрри).

«Сакки сарă сарлака» (хăна юрри).

Çеçпĕл Мишши. «Хураç шанчăк», «Чăваш чĕлхи».

Çемен Элкер. «Хĕн-хур айĕнче» (поэман пĕр сыпăкĕ).

Петĕр Хусанкай. «Сăмах хăвачĕ», «Таня» (поэмăн пĕр сыпăкĕ).

Юрий Сементер. «Сунăм».

Стихван Шавлы. «Тавтапуç сана, тĕнче».

Георгий Тал-Марса. «Хирте».

Петĕр Хусанкай. «Йыхрав».


Ирĕклĕ вулав валли:


Иван Ахрат. «Çичĕ юлташ çулĕпе».

Николай Мартынов. «Урпашра та вутчуль пур».

Вениамин Тимаков. «Пурнăç тĕсĕсем», «Туссемпе тĕл пулни».

Александра Лазарева. «Çурхи кăмăл».

«Малтанхи» (çырнисен пуххи).

Николай Иванов. «Вăрман тухтăрĕ».

Александр Галкин. «Пурнăçри тĕрлĕ мыскара».


Мĕтри Кипек. «Сунарçă калавĕсем».

«Кулăш кушелĕ». Сатирăпа юмор (çырнисен пуххи).

Алексанçр Артемьев. «Çунатла çуралнисем».

Алексанçр Алга. «Вĕсем çирĕм саккăрăн пулнă».

Хветĕр Агивер. «Илемлĕх тĕкĕрĕ».

«Юратнă кĕнеке». Ш., 1976.


Пăрăнми пĕлмелли ăнлавсем:

ăшри калаçу (монолог)

гражданла лирика

гуманизм (çынлах)

драма (выляну)

лиризм

лириа (ç;уйлану) лирика геройĕ

лиро-эпика

паттăрлăх туйăмĕ психологизм

пуплев çаврăмĕсем сăвă виçи:

икĕ тата висĕ сыпăклă сăвă

виçисем

сăвă хывăмĕ

сăнарсен тытăмĕ

çут çанталăк лирики

çут çанталăк тасалăхĕ (экологи)

характеристика

чĕлхе илемĕ

шахвăрту

эпика (калану)

юрăсем:

истори юррисем

вăйă юррисем

улах юррисем

хăна юррисем


7 класс. Чǎваш литератури. Тематика планĕ





Урок темисем

Сехет шучĕ

Класра пурнǎçламалли ĕçсем

Килти ĕç

Сроксем

1

Илемлě сăмахлăхăн тěрлě тапхăрти ăсталăхě.

1

3-5 стр. Вуласа ǎнланни.




02.09.10.

2-3.

Истори юррисем.

2

6-14 стр. Илемлĕ вулав, тĕп шухǎшĕсене палǎртни

пǎхмасǎр

6.09.10.

9.09.10.

4-5.

Вăйă-улах, хǎна юррисем.

2

15-24 стр. Илемлĕ вулав, юрǎсене итлени

Пǎхмасǎр

13.09.10.

16.09.10.

6.

Юрă этеме пурнăçри йывăрлăхсене çěнтерме верентни.

1

24-27 стр. Ыйтусемпе ĕçлени

К/в

20.09.10.

7.

Килти вулав урокě ( Ача-пăча сăмахлăхě)

1

Содержании, сǎнарсем

сочинени

23.09.10.

8.

Сочинени.

1

Сочинени куçарса çырни




27.09.10.

9.

Çеçпěл Мишши. « Иртнě самана»

1

Ç.Мишши пултарулǎхне пǎхса тухни, сǎввисене вулани

32-33 стр. ыйтусем

30.09.10.

10.

« Пуласси»

1

Илемлĕ вулав, ыйтусемпе ĕçсем

Илемлĕ вулав

4.10.10.

11

« Хурса шанчăк»

1

Илемлĕ вулав, ыйтусемпе ĕçлени

пǎхмасǎр

7.10.10.

12.

Ç. Элкер- чăваш халăх поэчě. Тěрлě енлě таланчě.

1

Ç.Элкер пултарулǎхĕпе паллашни, « Кушлавǎш уйĕ» очеркпа паллашни

37-42 стр.

11.10.10.

13-15.

« Хěн-хур айěнче» поэми.

3

Илемлĕ вулав, рольсемпе вулани, план туни

Содержании, пǎхмасǎр

14.10.10.

18.10.10.

21.10.10.

16.

Килти вулав урокě. И. Мучи. « Хурǎнлă çул».

1

Содержанипе ĕçлени, сǎнарсем

99 стр. ыйтусем

25.10.10.

17.

Сочинени.

1

Сочинени çырни




28.10.10.

18.

Юхма Миши «Ахмантей паттар хесе»

1

90 стр. ыйтусем

Содержани

8.11.10.

19.

И. Иванов « Сынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă»

1

96-97 стр. ыйтусемпе ĕçлени

Содержании

11.11.10.

20.

М. Трубина хускатнă ыйтусем.

1

98-108 стр.

98--108стр. сод.

15.11.10.

21.

« Ханаран» калаври эрех сиенě пирки калани.

1

109-113 стр.

113-115 стр конспект

18.11.10.

22.

Килти вулав урокě. Ю. Силем « Пумилкке»

1

Сǎнарсемпе ĕçлени, терминсене пǎхса тухни

Сочинени черновик

22.11.10.

23.

Сочинени.

1

Сочинении куçарса илни




25.11.10.

24.

П. Хусанкай « Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвăри илемлěх мелěсем.

1

119-120 стр.

Пǎхмасǎр

29.11.10.

25.

А. Артемьев çырнă « Хунавлах харнисем»

1

122-123 стр.

124-134 стр.

02.12.10.

26.

Тăван чěлхене аталантарма пулăшакансем чăваш литературинче сăнарланни. Прототипсем. Сăмахсен ытарлă тата куçăмлă пěлтерěшěсем.

1

Сǎнарсемпе ĕçлени




06.12.10.

27.

Ç. Мишшин « Чăваш чěлхи» хайлавăн сăвă виçи.

1

133-134 стр.

134-135стр. ыйтусем.

9.12.10.

28.

Лирика тĕсĕсем. Сǎмахсен тÿрĕ тата куçǎмлǎ пĕлтерĕшĕ.

1

134-138 стр. конспект

Терминсем

Çыру ĕçĕ

12.12.10..

29.

Сочинени.

1







16.12.10.

30-33

П. Хусанкай « Таня» поэма.

4

Поэмǎна вуласа ǎнланни, план, ыйтусемпе ĕçлени

Содержании, план

20.12.10.

23.12.10.

27.12.10.

30.12..10.

34.

Кузьма Турхан «Пулеметчик Иван Смирнов»

1

170-172 стр. ыйтусемпе ĕçсем

172-177стр. ыйтусем

13.01.11.

35-36.

А. Еçхěл « Амăрт кайăк». Хайлав жанрě.

1

Содержании калани

Вуласа пĕтерме

17.01.11.

20.01.11.

37.

Сочинени

1

186 стр. темǎсемпе еçлени




24.01.11.

38-40.

Ю. Скворцов « Ултăк»

3

188-198 стр. Сдержани, план.

Сǎнарсен характеристики

27.01.11

.31.01.11.03.02.11.

41.

Ю. Сементерěн « Сунăм» хайлавě. Танлаштаруллǎ хар-ка.

1

200-202 стр.

202-205 стр. ыйтусем

07.02.11.

42.

Килти вулав урокě. Ача-пăча сăмахлăхě. С. 408-411.

1

Содержании калани, сǎнарсен хар-ки




10.02.11.

43.

Сочинени.

1

Çыру ĕçĕ çырни




14.02.11.

44-45.

Ю. Скворцов « Пушмак йěрě» калав.

2

206-222стр.

Ыйтусемпе ĕçсем

17.02.11.

21.02.11.

46.

Г. Луч. « Чун туйăмě» хайлаври çынсен чун-чěрине витěмлěн кăтартни.

1

223-235 стр.

Сǎнарсен хар-ки

24.02.11.

47-48.

Н. Терентьев « Кěмěл пěлěтсем» хайлав

2

235-277 стр.

Сǎнарсене пǎхса тух

28.02.11.

03.03.11.

49.

Ю. Скворцов, Г. Луч, Н. Терентьев хайлавěсенчи килěшекен сăнарсем ( пěтěмлетÿ урок)

1

Ыйтусемпе ĕçлени

К\в урокĕ

07.03.11.

50.

Килти вулав урокě. М. Ухсай « Иркка шкула каять»

1

Саспа вулани

Çыру ĕçĕ

10.03.11.

51.

Сочинени.

1

Çыру ǎсталǎхне аталантарни




14.03.11.

52-56.

М. Кипекěн « Кайăк тусě» роман.

5

289-328стр. содержани

Сǎнарсен хар-ки

17.03.11.

28.03.11.

31.03.11.

4.04.11.

7.04.11.

57.

Килти вулав урокě. Ача-пăча сăмахлăхě с. 156-159.

1




Сочин. 335 стр.

11.04.11.

58.

Сочинени .

1

Çыру ĕçĕ çырни




14.04.11.

59.

Г. Тал-Мăрса « Хирте» сăвă

1

286-287стр. илемлĕ вулав

287-288 стр. ыйтусем. Пǎхмасǎр

18.04.11.

60.

Митта Ваçлейě. « Атăл юрри» сăвă.

1

285-287 стр. , илемлĕ вулав

Пǎхмасǎр

21.04.11.

61.

Сут санталак лирики тропсем

1

329-331, конспект.

Терминсене пĕл

25.04.11.

62.

Сăвă çырмалли урок.

1







28.04.11.

63.

П. Хусанкай « йыхрав»

1

Сǎвǎ тǎрǎх калаçу ирттерни

Чǎваш халǎхĕ çинчен каласа пар

2.05.11.

64-65.

П. Хусанкай .« çуралнă çěр-шывра»

2

336-340 стр. Илемлĕ вулав

340-341 стр. ыйтусем

5.05.11.

12.05.11.

66.

В. Ахун. « Хаклă çěрěм-шывăм». Илемлěх мелěсем.

1

342-347 стр.

Ыйтусемпе ĕçсем, сочин.

16.05.11.

67.

Сочинени.

1

Çыру ĕçĕ « Сарлака ман çуралнǎ çĕр-шывǎм»




19.05.11.

68.

Пěтěмлетÿ.

1







23.05.11.