Чǎваш литературине вĕрентмелли ĕç программи

Вид материалаЛитература

Содержание


VIII класс.
Кÿртĕм калаçу
Авалхи еткертен (9 сехет).
Вуласа тишкерме
Килте вулама
16-19 ĕмĕрсенчи сǎмахлǎхран ( 9 сехет).
Вуласа паллашма
Вуласа тишкерме: В. Лебедев
Вуласа паллашма
М. Федоров
Ирĕке, танлǎха, çутта утар ( 12 сехет).
Усал-тĕселе – кулǎш саламачĕ.( 7 сех.)
Хумма Семенĕ.
А.Н.Лазарева « Пĕрремĕш юрату» калав
Тĕлĕнтермĕш тĕнче ытамĕ ( 6 сех.)
Тǎванлǎх, туслǎх, тивĕç.( 4 сех.)
XX ĕмĕр варринчи поэзи. ( 3 сех.)
XX ĕмĕр вĕçĕнчи калавсемпе повеçсем. Мĕн вǎл телей? ( 4 сех.)
Ирĕклĕ вулав валли
Пǎхмасǎр калама вĕренмелле
...
Полное содержание
Подобный материал:
1   2   3   4   5   6   7

Усǎ курмалли литература:

1.Тǎван литература: 7-мĕш класǎн вĕренÿпе вулав кĕнеки.
  1. Антонова З.С. Чǎваш сǎмахлǎхĕн вĕрентÿ меслечĕсем: чǎваш шкулĕн 5-11-мĕш классĕсенче вĕрекнтекенсем валли / З.С.Антонова, В.П.Станьял.- Шупашкар, 2006.
  2. Шкул ачисен пĕлĕвепе хǎнǎхǎвĕсене хакласси: чǎваш шкулĕн 5-11 класĕсенче чǎваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем валли / Ю.М. виноградов, Л.Г.Петрова, Е.А.Майков хатĕрленĕ.- Шупашкар, 2004.
  3. Чǎвашла вырǎсла словыарь / И.А.Андреев т.ыт.; М.И.Скворцов редакциленĕ.
  4. Метин П.Н. Литературǎпа халǎх сǎмахлǎхĕн ǎнлавĕсем: шкул словарĕ / П.Н.Метин, А.И.Мефодьев. – Шупашкар,1997.

Чǎваш литератури программи: чǎваш шкулĕн 5-11 класĕсем / З.С.Антонова. Н.Г.иванова, В.П. Никитин ( Станьял). –Шупашкар. 2003.

VIII класс.

Хайлавсене вуласа тишкерме – 50 сехет.

Калаçупа çыру ǎсталǎхне вǎйлатма – 10 сехет.

Килти вулава йĕркелеме – 8 сехет.

Пĕтĕмпе – 68сехет.

Кÿртĕм калаçу. Сǎнарлǎ сǎмах – халǎх ǎс-хакалĕн пĕр пайĕ. Вǎл тапхǎрǎн-тапхǎрǎн аталанса пыни. Сǎмах ÿнерĕ пурнǎçа сǎнарсем урлǎ кǎтартни. Ÿнерсен ытти тĕсĕсем. Вĕсен илемлĕх витĕмĕ.

( 1 сех.)

И.Я.Яковлев. «Чǎваш халǎхне» халал. ( 1 сех.)

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Пил, пехил, халал: жанр паллисем, тытǎмĕ, хутламсен ( рефренсен) пĕлтерĕшĕ.


Авалхи еткертен (9 сехет).

« Камсем эпир, мĕнле йǎхран эпир?» ( сǎвǎ)

Вутран юлнǎ пуянлǎх. Чǎваш сǎмахлǎхĕн аталану тапхǎрĕсем. Халǎх ǎс-хакǎлĕ. Авалхи карт. Ǎрǎмлǎ сǎмахлǎх тĕслĕхĕсем. Туй сǎмахлǎхĕ. Атǎлçи Пǎлхар тапхǎрĕ.

Вуласа тишкерме: Мĕтри Юман « Паттǎр пулнǎ авалсем» ( ирĕклĕ сǎвǎ).

Çав сǎввǎн пахалǎхĕ, пĕлтерĕшĕ. Илемлĕх мелĕсем.

Вуласа паллашма: Г.В.Тал-Мǎрса « Силпи – пǎлхар пики» ( трагедии сыпǎкĕсем). Г. Тал-Мǎрса пурнǎçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ. Чǎваш драматургийĕпе театрĕнчи ǎсталǎхĕ. Трагедире ÿкерĕннĕ вǎхǎт, темипе тĕп шухǎшĕ. Сǎнарсем, вĕссен историри чǎнлǎхĕ. Сǎвǎ хывǎм мелĕсем.

Килте вулама: « Пусмǎрпа хурлǎх сасси», « Уксах Тимĕр Пÿлере илни çинчен» ( сǎвǎллǎ халап).

Пусмǎрти халǎх сасси. Хура Элмук юррисем. « Вутлǎ тǎвǎл пек килчĕ Супетей», « Шапатан тухатмǎш», « Икĕ тǎван».

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Авалхи сǎмахлǎхра халǎх шǎпи ÿкерĕнсе юлни.

16-19 ĕмĕрсенчи сǎмахлǎхран ( 9 сехет).

Вĕреннĕ несĕлсем арабла е тĕрĕкле çырнǎ вǎхǎт.

Вуласа тишкерме: Вǎтǎр Юман. « Чǎтǎмлах çинчен» (сǎвǎ). Искей Пайтулĕ. « Хупǎрларĕç виçĕ хут». Пайтул Искеев кĕрешÿçĕн кун-çулĕ. Халǎх юррисен шǎпи. С. Разин пǎлхавĕ чǎваш халǎх сǎмахлǎхĕнче палǎрса юлни.

Вуласа паллашма: тойтеряк нехей юррисем. 2Тǎхǎр Атǎл çине туъхса куртǎм».

Килте вулама: Халǎх сǎмахлǎхĕнчен: « Çичĕ хǎрхǎм», « Тереш хĕрне антǎм та», «Разин чĕлĕмĕ»,

« Хура халǎх куççульлисем».

Кивĕ çырулǎх вǎхǎтĕнчи ǎс-хакǎл палǎк

Кивĕ çырулǎх вǎхǎтĕнчи ǎс-хакǎл палǎкĕсем. Вĕсен пахалǎхĕпе пĕлтерĕшĕ. Сǎвǎ-юрǎра палǎрса юлнǎ пурнǎç.

Вуласа тишкерме: В. Лебедев « Пирĕн телей» ( сǎвǎ), « Ситет, ан хĕне» тĕрленчĕк.

В. Лебедев пурнǎçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ. « Пирĕн телей» сǎвǎ тытǎмĕ, ытарлǎхĕ, пĕлтерĕшĕ.

Вуласа паллашма: « Мул тупни»

Килте вулама: Чǎваш Хветин, Урхас Якурĕн сǎввисем. Н. Петровская « Юрату» ( халап)

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Фольклор никĕсĕ çинче çуралнǎ литература хайлавĕсем.

М. Федоров « Арçури» поэма. М. Федоров пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ. В. Магницкипе Н.И.Золотницкий шкулĕн витĕмĕ. « Арçури» поэма шǎпи. Поэма пахалǎхĕ, жанр тĕсĕ, тытǎмĕ. Илемлĕх мелĕсем.

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Чǎваш сǎвǎ хывǎмĕн никĕсĕсем, сыпǎклǎ хывǎм.

20 ĕмĕрти сǎмахлǎх.

Ирĕке, танлǎха, çутта утар ( 12 сехет).

М.Ф. Акимов. « Шÿт туни», « Тĕлĕнмелле» памфлетсем.

Акимов пурнǎçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ. Памфлет жанрĕн илемлĕх мелĕсем. Шухǎш вичкĕнлĕхне вǎйлатмалли мелсем.

К.В.Иванов.» Нарспи» поэма.

К.Иванов – чǎваш литературин классикĕ. Пурнǎçĕпепултарулǎхĕ. « Нарспи» поэма пахалǎхĕ. Чǎваш пурнǎçĕнчи пĕлтерĕшĕ. Поэмǎн илемлĕх тĕнчи. Сǎнарсем.

** А.С.Артемьев « Хунавлах хǎрнисем» ( роман пайĕ).

Артемьев – чǎваш халǎх çыравçи. « Тǎвǎл умĕн» роман – чǎваш интеллигенцийĕ çинчен çырнǎ хайлав. И.Я.Яковлев ÿстернĕ « хǎватлǎ ушкǎн» шǎпи.

Ç. Мишши. Крым сǎввисем. Сǎвǎç çинчен каланǎ сǎмах. Ç.Мишшин пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ. Лирика геройĕ. Кĕрешÿçĕ этем сǎнарĕ. Илемлĕх мелĕсем.

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Сыпǎкпа пусǎм сǎввисем, савǎ виçисем.

* С.Мишши. « Чǎваш сǎввипе ударении правилисем».


Усал-тĕселе – кулǎш саламачĕ.( 7 сех.)

Чǎваш кулǎшĕн ǎстисем. Кулǎш литературин хǎйне евĕрлĕхе, жанрĕсемпе илемлĕх мелĕсем.

И.И.Мучи. « Хурах, хут вĕрентеççĕ», « Килти экзамен».

Иван Мучи – кулǎш ǎсти. Пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ. Иван Мучи еткерĕн пĕлтерĕшĕ. Кулǎша вǎйлатмалли илемлĕх мелĕсем.

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Кулǎшпа питлев хавхи. Кулǎш жанрĕсем. Вǎйлату мелĕсем.

Хумма Семенĕ. « Шишка» (калав). Хумма Семенĕ – сǎмах ǎсти. « Шишка» калавǎн кивелмен пахалахе.

Н.Евдокимов. « Картара», « Пичеври лашапа тĕпри лаша»( юптарусем)

Юптару – кулǎш литературин çивĕ жанрĕ. Чǎваш юптаруçисен асталǎхĕ. Н. Евдокимов врач-писатель пурнǎçĕ, вал çырнǎ юптарусен витĕмлĕхĕ.

*М.Т.Аттай « Такапа Шапа».

**В.Е.Рзай « Ваçлей саккунĕ» ( калав)

Сыравçǎн кун-çулĕ, калав ǎсталǎхĕ. « Ваçлей саккунĕ» калавǎн пурнǎçри никĕсĕ. Пурнǎçри чǎнлǎхпа сǎмахлǎхри тĕрĕслĕх. Калавǎн пĕлтерĕшĕ.

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Калав жанрĕн тĕсĕсем, илемлĕх мелĕсем. Кулǎшпа питлев калавĕсен тытǎмĕ.

Çĕр-шывǎмçǎм, Тǎван çĕр-шыв. ( 9 сехет).

Тǎван çĕр-шывпа тǎван халǎх тата ял-йышпа кил-йыш ǎнлавĕсем. Сутǎнман тата сутма юраман пуянлǎх – тǎван халǎх.

А.Н.Лазарева « Пĕрремĕш юрату» калав. А.Лазарева пултарулǎхĕнчепурнǎçри пулǎмсем палǎрса юлни. Калав пахалǎхĕ, сǎнарсем, çынлǎх ыйтǎвĕсем.

* В.Бараев. Сǎвǎç çинчен каланǎ сǎмах.

В.Бараев – паттǎр салтак, сǎвǎç. Салтакǎн поэзири еткерĕ. « Чǎваш хĕрне» тата « Анне патне» сǎвǎсен пахалǎхĕ. Лирика геройĕ тата автор.

** В.С.Алентей. « Хырсем ĕмĕрех ем-ешĕл» Чǎваш халǎх писателĕ В.Алентей. Пултарулǎхǎн пĕлтерĕшĕ. Повеçри сǎнарсем. Паттǎрлǎхпа тивĕçлĕх ыйтǎвĕсем.

Н.Ф.Илпек. « Госпитальте» ( калав). Халǎх писателĕн хайлавĕсем. Паттǎрлǎхпа çынлǎх шухǎшĕсем. Проза хǎвачĕ.

В.А.Урташ. « Пурǎнас килет» (поэма). « Укǎлча умĕнче шурǎ хурǎн», « Ма хитрее-ши Шупашкар урамĕ?» ( юрǎ сǎмахĕсем). В.А.Урташ – юрǎ ǎсти, хǎйне евĕрлĕ çыравçǎ. Пурнǎçĕпе пултарулǎхĕн паллǎрах енĕсем. Валентин Урташ сǎввисемпе поэмисен çынлǎхĕпе çирĕплĕхĕ, çутǎ ĕненÿлĕхе. « Пурǎнас килет» поэма пахалǎхĕ. Сǎнарсем. Вǎхǎтпа ĕмĕр.

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Литературǎри паттǎрлǎх хавхи. Хайлавсен чĕнÿллĕ пахалǎхĕ.

Тĕлĕнтермĕш тĕнче ытамĕ ( 6 сех.)

Таймǎк-шаймǎк тата ĕссĕмлĕх литературин хǎйне расна тĕнчи.

В.Г.Краснов. « Тинĕсре тупнǎ çĕрĕ» ( повнсть) Г. Краснов пултарулǎхе. Чǎваш фантастикин утǎмĕсем.

* М.П.Сунтал «Асатте кĕпи», « Мǎнту вǎрттǎнлǎхĕ».

И.Д.Вутлан. « Ытла та вǎрттǎн юрату» ( сыпǎксем)

* Г.А.Ефремов « Тимĕр тыткǎнран».

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Детектив, приключенипе фантастика хайлавĕсен уйрǎмлǎхĕсем. Çыравçǎн асамлǎх ǎсталǎхĕ.

Тǎванлǎх, туслǎх, тивĕç.( 4 сех.)

Этемлĕх пахалǎхĕсем. Çынсен хутшǎнǎвĕсем, кĕрешури тата пурнǎçри пĕрлĕх. Литература этем чунне уçса пани. Илемпе тасалǎх туйǎмĕ.

* Л.Таллеров. « Пысǎк тĕнчери пĕчĕк чун» ( калав). Л.Таллеров – чǎваш халǎх писателĕ. Пурнǎçĕпе пултарулǎхĕн паллǎрах тапхǎрĕсем. Проза ǎсталǎхĕ. « Пысǎк тĕнчери пĕчĕк чун» калавǎн тĕп шухǎшĕ, сǎнарĕсем. Ǎс-хакǎлпа çынлǎх ыйтǎвĕсем.

Н.С.Айзман. « Ăçта-ши ман атте?»( драма) . Н.Айзман – чǎваш шилĕкĕн ǎсти, драматург. Паллǎрах пьесисем. « Ăçта-ши ман атте?» драма темипе тĕп шухǎшĕ. Кашни çын хǎй пурнǎçĕшĕн хǎй яваплǎ пулни. Тĕрĕслĕхпе тÿрĕлĕх çĕнтеретех.

XX ĕмĕр варринчи поэзи. ( 3 сех.)

А.Воробьев, Г.Ефимов сǎвǎçсен пултарулǎхĕ. « Утмǎлмĕшсен» ушкǎнĕ. Г.Айхи, Н.Теветкел, Г.Юмарт, В.Станьял, П.Эйзин тата ыттисен сǎввисем. Поэзин пурнǎçри вырǎнĕ. Лирикǎн тĕрлĕ тĕсĕсем.

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Чǎваш литературин жанр пуянлǎхĕ, çыру мелĕсемпе пултарулǎх меслечĕсем.

XX ĕмĕр вĕçĕнчи калавсемпе повеçсем. Мĕн вǎл телей? ( 4 сех.)

Телейпе ǎраскал ыйтǎвĕсене литературǎпа философире тата кулленхи пурнǎçра мĕнле çутатни. Вǎхǎтпа çын. Ĕмĕтпе телей.

Л.Сачкова. « Чĕкеçĕм, чĕкеç» ( повесть).

Вĕреннине пĕтĕмлетни ( 4 сех)

Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Калавпа повесть хушшинчи пĕрешкеллĕхпе уйрǎмлǎхсем. Çыравçǎн тĕнчекурǎмĕпе çырулǎхĕ çыхǎнса тǎни. Хайлав пахалǎхне палǎртмалли виçесем.

Ирĕклĕ вулав валли:

Н.М.Охотников. « Манǎн ачалǎх» ( повесть).

А.Ф.Талвир. « Пǎва çулĕ çинче» ( повесть).

И.К.Ахрат. « Кǎвак çутǎ килсен». « Юлашки тĕлпулу» ( повеçсем).

Е.Н.Лисина. « Тепĕр çул та килетпĕр».

Л.В. Талеров. « Юхать юхан шыв»( повесть). « çÿл тÿпери çич çǎлтǎр» ( сǎвǎсем) тата ытти кĕнекесем.

Пǎхмасǎр калама вĕренмелле:


И.Яковлев. « Чǎваш халǎхне» ( халал сыпǎкĕсем).

М.Юман. « Паттǎр пулнǎ авалсем» ( ирĕклĕ сǎвǎ).

В.Лебедев. « Пирĕн телей» ( сǎвǎ).

К.Иванов. « Нарспи» ( поэма сыпǎкĕсем).

С.Мишши. «Çĕн кун аки», « Тинĕсе»(сыпǎк).

« Утмǎлмĕшсен» пĕр сǎвви.

В.Урташ. « Укǎлча умĕнче шурǎ хурǎн», « Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ?».

М.Федоров « Арçури» ( сыпǎкĕ)

Вĕренекенсен пĕлмелле:

- класра вĕреннĕ хайлавсен тата килте вуланǎ кĕнекесен авторĕсене, ячĕсене, жанрĕсене, çивĕч ыйтǎвĕсемпе темисене тата вĕсене хǎш тапхǎрта çырнине;

- лирика, лиро-эпика, драматурги речĕсенчи хайлавсен жанрĕсене. Тытǎмне, сǎнарсен ушǎнĕсене. Хайлаври вǎхǎтпа вырǎна;

- çыравçǎсен пултарулǎхĕн тапхǎрĕсене, вĕсем пурǎннǎ вǎхǎтри паллǎ ĕçсемпе çынсем çинчен;

- чǎваш литературин аталану тапхǎрĕсене, вĕсем халǎх историйĕпе çыхǎнса тǎнине тата кашни тапхǎрти çыравçǎсемпе хайлавсене.


8 класс. Чǎваш литератури. Тематика планĕ.


.

Урок темисем

Сехет-

сен шучĕ

Урок тĕллевĕсем

Килти ĕç

Сроксем

1.

Сǎнарлǎ сǎмах ǎсталǎхĕ. Кÿртĕм калаçу.

1

Унерлĕх тĕсĕсемпе, сǎмах ÿнерĕпе, чǎваш халǎхĕн ÿнерлĕхĕпе паллаштарасси.

5-10 стр. ыйтусемпе ĕçсем.

4.09.10.

2.

И.Я.Яковлев. Чǎваш халǎхне. халал

1

Яковлев пултарулǎхĕпе, унǎн халалĕпе, халал, пил, пехил ǎнлавсене ǎнлантарасси

Пĕр сыпǎкне вĕренмелле.

8.09.10.

3.

Авалхи еткертен. Халǎх сǎмахлǎхĕ тата сыру палǎкĕсем.

1

Пирĕн несĕлсен историйĕпе, халǎх сǎмахлǎхĕпе тата çыру палǎкĕсемпе паллаштарасси

« Камсем эпир?» сǎвǎ.

11.09.10.

4.

Ǎрǎмлǎ сǎмахлǎх.

1

Вĕрÿ-суру чĕлхипе, чÿк сǎмахлǎхĕпе паллаштарасси.

19-22 стр., ыйтусемпе ĕçсем.

15.09.10.

5-6.

Чǎваш туйĕн сǎмахлǎхĕ.

К/в

2

Чǎваш туйĕн сǎмахлǎхĕпе паллаштарасси, йǎла-йеркесене тытса пыма вĕрентесси

Пǎхмасǎр мǎн кĕрÿ сǎмахĕ

18.09.10.

22.09.10.

7

Сочинении çырмалли урок

1




Çырса пĕтермелле

25.09.10.

8.

Асаттесен карт çырǎвĕ. Мĕтри Юман. «Паттǎр пулнǎ авалсем»

1

Асаттесен карт çырǎвĕпе, тĕслĕхĕсемпе, Мĕтри Юман пултарулǎхĕпе паллаштарасси.

43-50 стр.

29.09.10.

9-10.

Тал-Мǎрса « Силпи – Пǎлхар пики»

2

Тал-Мǎрса пултарулǎхĕпе, унǎн трагедийĕпе паллаштарасси

Сǎнарсен характеристики

02.10.10.

06.10.10.

11

К/в. Уксах Тимĕр Пÿлере илни çинчен.

1

Килти вулава тĕрĕслекни

69-74 стр.

09.10.10.

12.

Арабла тата тĕрĕкле çырнǎ савǎсем

1

Арабла тата тĕрĕкле çырнǎ сǎвǎçсемпе, вĕсен сǎввисемпе, тĕп шухǎшĕсемпе паллаштарасси. Вǎтǎр Юман пултарулǎхе.

75-78 стр.

13.10.10.

13.

Искей Пайтулĕ. « Пайтул юррисем».

1

Искей Пайтулĕн пултарулǎхĕпе, унǎн юррисенчи тĕп шухǎшĕпе паллаштарасси

79-83 стр.

16.10.10.

14-15.

Кивĕ çырулǎх вǎхǎчĕ. В.Лебедев « Пирĕн телей»,

« Мул тупни», « çитет, ан хĕне»

2

Кивĕ çырулах тапхǎрĕпе, В.Лебедев пултарулǎхĕпе, сǎв

вин тĕп шухǎшĕпе паллаштарасси

Пǎхмасǎр сǎвǎ, содержани.

20.10.10.



















16-18.

М.Федоров « Ар çури» поэма.

2

М.Федоров пурнǎçĕпе пултарулǎхне, 2 Ар çури» поэма содержанипе, унти сǎ, 2 Ар çури» поэма содержанипе, унти сǎнарсемпе паллаштарасси.

Пǎхмасǎр сыпǎкне, 95-101 стр.

27.10.10.

30.10.10.

10.11.10.

19

К/в Чуралǎхри чĕлхене шанчǎк паракансем

1

101 стр-ри ыйтусемпе ĕçлесси

Сочинени çыр

13.11.10.

20

Çыру ĕçĕ

1

Çыру ǎсталǎхне аталантарасси




17.11.10.

21-22

XX ĕмĕрти чǎваш литератури. М.Акимов « Шÿт туни»,

« Тĕлĕнмелле»

2

XX ĕмĕрти чǎваш литературин утǎмĕсемпе, М.Акимов пултарулǎхĕпе, унǎн хайлавĕсемпе паллаштарасси

103-106 стр.

107-113 стр.

20.11.10.

24.11.10.

23-25.

К.Иванов « Нарспи» поэма.

3

К.Иванов пултарулǎхĕпе, « Нарспи» поэмǎн пĕлтерĕшĕпе паллаштарасси

Пǎхмасǎр, содержании, план

27.11.10.

1.12.10

4.12.10.

26

Çыру ĕçĕ. Сочинени

1

« Нарспи» поэмǎна пĕтĕмлетсе çыру ĕçĕ çырасси




8.12.10.

27-30.

С.Мишши пултарулǎхĕ. Сǎввисем

4

С.Мишши пултарулǎхĕпе, сǎввисенчи символсемпе, сǎнарсемпе паллаштарасси

150-153 стр.

Илемлĕ вулав, пǎхмасǎр, ыйтусемпе ĕçсем

11.12.10.

15.12.10.

18.12.10.

22.12.10.

31.

К/В Иван Ахах « Икĕ Виле». Е П.Чичканов « çĕн кун аки»

1

К/в пĕтĕмлетесси




25.12.10.

32.

Сочинени ( 158 стр-ри темǎсем)

1

Çыру ǎсталǎхне аталантарасси, С.Мишши пултарулǎхне пĕтĕмлетесси




29.12.10.

33-34

И.Мучи-кулǎшпа питлев ǎсти

2

И.Мучи пултарулǎхĕпе, калавĕсенчи сǎнарсемпе, тĕп шухǎшкесемпе паллаштарасси

160-168 стр. сод.

Ытти калавĕсене вула

12.01.11.

15.01.11.

35-36.

Х.Семенĕ « Шишка»

2

Х.Семенĕн пултарулǎхĕпе паллаштарасси, Шишка сǎнарне уçса парасси

169-177 стр., сод.

19.01.11.

22.01.11.

37.

К/в В.Рсайǎн « Ваçлей саккунĕ» , С.Шǎпчǎк « Лартрĕ»

1

Килти вулава тĕрĕслесси




26.01.11.

38.

Н.Евдокимов

1

Н.Евдокимов пултарулǎхĕпе, унǎн сǎввин пĕлтерĕшĕпе, унти сǎнарсемпе паллаштарасси

Илемлĕ вулав
содержани

29.01.11.

39

М.Аттай « Такапа Шапа» юптару

1

М.Аттай пултарулǎхĕпе, юптарури сǎнарсемпе паллаштарасси




02.20.11.

40-41

А.Лазарева « Пирвайхи юрату»

2

А.Лазарева пултарулǎхепе, хайлаври тĕп сǎнарсемпе паллаштарасси, пурнǎçра тĕрĕс çул çине тǎма вĕрентесси

Содержани

5.02.11.

9.02.11.

42

Калаçу урокĕ. Сǎнарсене ушкǎнлани

1

« Пирвайхи юрату» хайлаври сǎнарсене характеристика тǎвасси

Сочин.

12.02.11.

43.

Сочинени.










16.02.11.

44.

Тǎван çĕр-шывǎн аслǎ вǎрçи тата вǎрçǎ хыççǎнхи литература

1

Çак тапхǎрти чǎваш литературин аталанǎвĕпе паллаштарасси, поэзии, проза, драматурги аталанǎвĕсене пǎхса тухасси

200-202 стр.

Конспект

19.02.11.

45-46

В.Урташ « Пурǎнас килет»

2

В.Урташ пултарулǎхĕпе, поэма шухǎшĕпе паллаштарасси

217-232 стр.

26.02.11.

02.03.11.

47.

И.Микулайĕ « Госпитальте»

1

к/В пĕтĕмлетесси, вǎрçǎ синкерлĕхне кǎтартасси

Сод., ыйтусемпе ĕçсем

05.03.11.

48.

Сочинени

1

232 стр. темǎпа çыру ĕçĕ çырасси

Çырса пĕтерме

09.03.11.

49-51.

Чǎваш детективĕ. Г.Краснов 2 Тинĕсре тупнǎ çĕрĕ»

3

Фантастика хайлавĕсемпе паллаштарасси

Содержани., ыйтусемпе ĕçсем

12.03.11.

16.05.11.

19.03.11.

52

И.Вутлан « Ытла та вǎрттǎн юрату»

1

И.Вутлан пултарулǎхĕпе, унǎн хайлавĕсемпе паллаштарасси

Содержании

30.03.11.

53

К/в Р.Ярандай « Кĕмĕл сехет» е ыттисем

1

Фантастика хайлавĕсемпе паллашасси

Вуламалла ытти хайлавсенне

02.03.11


54

Сочинени

1

Фантастика хайлавĕсене вуланине пĕтĕмлетесси




06.03.11.

55

60-70-мĕш çулсенчи чǎваш поэзийĕ. А.Воробьев пултарулǎхĕ, Г.Ефимов пултарулǎхĕ

1

60-70-мĕш çулсенчи чǎваш поэзийĕпе паллаштарасси

Лекции материалĕ,

Пĕр сǎввине вĕренме

09.04.11.

56

Г.Айхи, Н.Теветкел пултарулǎхĕсем

1

Г.Айхи, Н.Теветкел пултарулǎхĕсемпе паллаштарасси

Илемлĕ вулав

13.04.11.

57

В. Егоров, Г.Юмарт, В.Чекушкин, В.Станьял сǎввисем

1

Поэтсен пултарулǎхĕсемпе паллашасси

Ыйтусемпе ĕçсем, илемлĕ вулав

16.04.11.

58-60.

Н.айзман « Ăçта-ши манн атте?»

3

Н.Айзманǎн пултарулǎхĕпе, пьесǎри сǎнарсемпе паллаштарасси

Содержани

20.04.11.

24.04.11.

27.04.11.

61

Сочинени

1







30.04.11.

62-64

Л.Сачкова « Чĕкеçĕм, чĕкеç»

3

Çĕнĕ ǎрур çыравçǎпа, унǎн пьесипе паллашасси

Содержании, сǎнарсен характеристики

4.05.11.

7.05.11.

11.05.11.

65

Сочинени « Паянхи тата иртнĕ емĕрсенчи чǎваш хер арǎмĕн шǎи»

1

Çыру ǎсталǎхне аталантарасси




14.05.11.

66-67

Вĕреннине аса илни

2







18.05.11.

21.05.11.

68

Калаçу урокĕ « Чǎваш халǎхĕн авалхипе хальхи сǎмахлǎхĕ»

1

Пĕтĕмлетÿсем тǎвасси, тишкерÿллĕ калаçу.




25.05.11.