Чǎваш литературине вĕрентмелли ĕç программи

Вид материалаЛитература

Содержание


Кÿртĕм сǎмах ( 1 сехет)
Литература ǎсталǎхĕ
Ермей Рожанский.
Килти вулав
Г. Филиппов.
И. Юркин.
Вуласа паллашма
Литература ǎсталǎхĕ: Турхан
XX ĕмĕр пуçламǎшĕнчи поэзи. ( 7 сехет)
Г. Кореньков
Н. Шупуççынни.
К. Иванов
XX ĕмĕр пуçламǎшĕнчи драматурги ( 4 сех)
1917-1930 –мĕш çулсенчи поэзипе проза. ( 10 сех)
Литература ǎсталǎхĕ
Ф. Павлов.
Литература ǎсталǎхĕ.
1930-1945-мĕш çулсенчи драматурги ( 5 сех)
1930-1945 çулсенчи поэзи ( 12 сехет)
П. Хусанкай.
...
Полное содержание
Подобный материал:
1   2   3   4   5   6   7

X класс.

Хайлавсене вĕренме – 54 сехет.

Çыру ǎсталǎхне якатма – 8 сехет.

Ирĕклĕ вулава йĕркелеме – 6 сехет.

Пĕтĕмпе – 68 сехет.


Кÿртĕм сǎмах ( 1 сехет)

Сǎмах ÿнерĕ – халǎх пурнǎçне сǎнарласа кǎтартакан ǎсталǎх. Вǎл саманаран саманана аталанса, пуянланса пыни. Çыруллǎ сǎмахлǎх халǎхан пуплев сǎмахлахе çинчен никĕсленсе сурални.

Аталану тапхарĕсем, вĕсен тĕп паллисем, çыравçисем. Чǎваш халǎхĕн тĕрлĕ тапхǎрти ертуçисем, паттǎрĕсем. Еç ǎстисемпе ǎсчахĕсем.

Литература ǎсталǎхĕ. Литературǎн аталану тапхǎрĕсем, вĕсен паллǎ уйрǎмлǎхĕсем.


18 -19 ĕмĕрти чǎваш сǎмахлǎхĕ. ( 15 сехет).

Пĕтĕмĕшле тишкерÿ ( обзор) ( 1 сех.) Атǎл тǎрǎхĕнчи вак халǎхсен шǎпи. Малтанхи шкулсем. Çырулǎхǎн асаплǎ çул-йĕрĕ. Кивĕ çырулǎх вǎхǎтĕнчи паллǎ çынсем. Вĕсен пурнǎçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ.

Ермей Рожанский. « Чǎвашсем çинчен» очерк. (1 сех)

Никита Бичурин. « Тĕлĕк» ода. Н.Бичуринǎн пурнǎçĕ. Пултарулǎхĕнчи тĕп паллǎсем. Вырǎс классицизмĕн витĕмĕ. Тĕпчесемпе хайлавсен пахалǎхĕ. (2 сех.)

С.Михайлов-Янтуш. Пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ. « Чǎваш калавĕсепе юмахĕсем» кĕнеке историйĕ. « Анатри чǎвашпа вирьял чǎвашĕ хушшинчи калаçу» инсценировка. Çыравçǎ калавĕсем. Çыру ĕçĕ пурнǎçласси. ( 2 сех)

Килти вулав: « Мал ен тата кай ен çыннисем çинчен Бичуринпа Михайлов мĕн каланǎ?»( 1 сех)

Н.И.Золотницкий вĕренекенĕсем. ( М.дмитриев, М.Арзамасов, Г.Филиппов) (1 сех). М.Дмитриев, М.Арзамасов хайлавĕсене ачасен хушма вулав мелепе паллашмалла.

Г. Филиппов. « Чухǎн çын пурнǎçĕ – хирти мулкач пурнǎçĕ»( 1 сех). Г.Филиппов пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ, унǎн хайлавĕсен пĕлтерĕшĕсем.

И.Я.Яковлев вĕренекенĕсем. «Манǎн пурнǎç» хайлавĕ, пĕлтерĕшĕ. Яковлев пултарулǎхне пǎхса тухни. ( 1 сех).

Паллашма: Яковлев тата унǎн пурнǎçĕн тупсǎмĕ. ( Л.Кураков)

И. Юркин. « Мул» ( 1 сех)

И.Юркин – паллǎ çыравçǎ, тавра пĕлÿçĕ, тĕпчевçĕ. Пурнǎçĕпе пултарулǎхĕн паллǎ енĕсем. Пултарулǎх еткерĕ, пĕлтерĕшĕ. Тĕрленчĕкĕсем, калавĕсем, повеçĕсем. Çырнин хǎй евĕрлĕхĕ. Юркин тĕпчевĕсемпе хайлавĕсенчи чǎвашлǎх шухǎшĕсем.

Вуласа паллашма: « Толчокра»

Турхан Яккǎвĕ. Сǎввисен сǎнарлǎхĕ, жанр паллисем. Эпикǎллǎ лирика тĕслĕхĕсем.( 1 сех)

Хĕветĕрĕ. Сǎввисен пахалǎхĕ, вырǎнĕ, пĕлтерĕшĕ.( 1 сех)

Литература ǎсталǎхĕ: Турхан Чǎваш лирикин жанр тĕсĕсем аталанса пыни, халǎх сǎмахлǎхĕпе çыруллǎ сǎмахлǎх тачǎ пĕрлешсе тǎни.

Г.Комиссаров. « Авлану» ( 1 сех).

Г. Комиссаров – паллǎ тĕпчевçĕ, çыравçǎ, тавра пĕлÿçĕ, педагог. Пурнǎçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ. Поэзири пултарулǎхĕ. Тĕпчевĕсемпе тавра пĕлÿ шыравĕсем. « Авлану» драма пахалǎхĕ.

Килти вулав урокĕ: « 19 ĕмĕрти чǎваш пурнǎçĕ» (Г. Тимофеевǎн « Тǎхǎр ял» очеркĕпе тата малтан вĕреннĕ материалпа усǎ курса ) ятлǎ сочинени. ( 1 сех).


XX ĕмĕр пуçламǎшĕнчи поэзи. ( 7 сехет)

Пĕтĕмĕшле тишкерÿ. ( 1 сех). Ĕмĕр пуçламǎшĕнчи паллǎ пулǎмсем, кĕрешÿ çул-йĕрĕ. Ĕмĕр пуçламǎшĕнчи пурнǎç таппи. 1905-07 çулсенчи пǎлхавǎрсем сǎмахлǎхра хǎварнǎ тарǎн йĕр. Тǎвǎл хыпарçисемпе кĕрешÿ паттǎрĕсем.

Г. Кореньков пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ. Вǎл чǎваш поэзине кÿнĕ çĕнĕлĕхсем. Халǎх кĕввин пуянлǎхĕ. Гражданлǎх, философии, пейзаж, юрату темипе çырнǎ хайлавсем. ( 1 сех).

Н. Шупуççынни. « Чĕлĕм», « Маттурлǎхǎм», « Аслǎ çул», « Йĕкĕрлĕ курка», « çутǎ çǎлтǎр» сǎввисем. Пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ. Синкерлĕ шǎпи. Лирика геройĕ. Сǎвǎçǎн гражданлǎхĕ. Поэзие кÿнĕ çĕнĕлĕхсем. Халǎх кĕввин пуянлǎхĕ. ( 1 сех).

Çыру ĕçĕ: « Чĕлĕмпеле эрехех çын пурнǎçне пĕтерет» ( 1 сех)

К. Иванов пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ. Хайлавĕсене çырнǎ вǎхǎт, вĕсен çǎл куçĕсем. « Нарспи» поэмǎри автор сǎнарĕ. Хайлава тĕнче классикипе танлаштарса пǎхни.( 3 сех)

XX ĕмĕр пуçламǎшĕнчи драматурги ( 4 сех)

Пǎлхавǎрсем тапхǎрĕнче драматурги ǎсталǎхĕ анлǎ сарǎлнин сǎлтавĕсем. Драматургипе çыру ǎстисен пултарулǎхĕ çыханса тǎни. Драматурги жанрĕсем, темисем, тĕсĕсем аталаса пыни.

К.В.Иванов. « Шуйттан чури» трагедийĕ. К. Ивановǎн куçарǎвĕсем. К. Ивановǎн хайлавĕсенчи тĕп темǎсем, проблемǎсем, мотивсем. Хайлавсен илемĕ, янравлǎхĕ.

1917-1930 –мĕш çулсенчи поэзипе проза. ( 10 сех)

Поэзипе проза аталанǎвĕ. Тĕп темǎсем, проблемǎсем. Тĕп шухǎшĕсем.

Ç.Мишши. Пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ. Ç. Мишши – чǎваш поэзийĕн классикĕ. Поэтǎн тĕрлĕ тапхǎрти пултарулǎхĕ. Сеçпĕл поэзийен интернацилĕхпе нацилĕх паллисем, революции хастарлǎхĕ. Лирика геройЛирика геройĕ, публицистика çивĕчлĕхĕ. Поэзие кÿнĕ çĕнĕлĕхсем, сǎвǎсен илемлĕх мелĕсем. Сǎвǎсен тишкерĕвĕ.

« Юншǎх» калавĕ. « Чунǎмçǎм, çунатǎмçǎм» çырǎвĕсен ярǎмĕ.

Çыру ĕçĕ: « Сеçпĕл юратǎвĕ: çĕкленÿ-ши, асап-ши?»

Хумма Семенĕ « Станцǎра» калавĕ.

Хумма семенĕ – сǎвǎç, прозаик. Журналист. Пултарулǎхĕн тĕп палǎрǎмĕ. Чĕлхепе шухǎшлав ǎсталǎхĕ. « Станцǎра» калавра çынсен кǎмǎл-сипет енĕсене тарǎн çутатни.

Литература ǎсталǎхĕ: проза хайлавĕсен жанрпа стиль тĕсĕсем. Калавпа новелла поэтики.


1917-1930-мĕш çулсенчи драматурги. ( 8 сех)

Халǎх шилĕкĕнчен ятарлǎ сцена патне куçса пыни драматургие çĕнĕ шая хǎпартни. Класс кĕрешĕвне çутатакан драматургин тĕп енĕсем. Чǎваш театрĕ тата кино ÿнерĕ.

Ф. Павлов. Унǎн поэзири тата музыкǎри пултарулǎхĕ. « Вĕлле хурчĕ –ылтǎн хурт» юрǎ,

« Экспромт», т.ыт.сǎввисем.

« Ялта» драма- чаваш сǎмахлǎхĕн паха драми. Синкерлĕ пурнǎçпа инкеклĕ юрату йĕрĕсене кǎтартни. Драматург ǎсталǎхĕ. Сǎнарĕсем.

Килти вулав: « Хитре» статья. « Хǎрушǎ тĕлĕк хыççǎн» аса илÿ.

Литература ǎсталǎхĕ. Драматурги жанрĕсем, вĕсен тĕсĕсем. Драма ретĕнчи жанрсем пĕр-пĕринчен сюжет йĕрĕпе, тымарĕпе, конфликчĕпе уйрǎлса тǎни.


1930-1945-мĕш çулсенчи проза. ( 6 сех)

Çитĕнÿ паллисем. Ǎста прозаиксемпе вĕсен хайлавĕсем. Эпика речĕсемпе ушкǎнĕсем, жанрĕсемпе тĕсĕсем туллин сарǎлса çитни. Пысǎк хапаллǎ хайлавсен шапи.

С.В.Ялавин « Çул çинче»

С.Ялавин – талантлǎ çыравçǎ, вĕрентÿçĕ, тĕпчевçĕ. Пурнǎçĕпе пултарулǎхĕн тапхǎрĕсем. Унǎн прозин психологи тарǎнлǎхĕ. Пурнǎçпа вилĕм теми.

С.Элкер « Хурапа шурǎ».

С.Элкер – пултаруллǎ прозаик. Пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ. Повеçри сǎнарсен ушкǎнĕсем, прототипсем, автобиографилĕх. Повеçри хирĕç тǎру, тĕп идея. Çыру ĕçĕ.


1930-1945-мĕш çулсенчи драматурги ( 5 сех)

Вǎхат паллисем. Хайлавсен пахалǎхĕ.

П.Осипов « Айтар» драма варианчĕсем.

П.Осипов пурнǎçĕпе пултарулǎхĕн тĕп тапхǎрĕсем. « Айтар» драмǎри тĕп идея, сǎнарсен тытǎмĕ, автор концепцийĕ.

1930-1945 çулсенчи поэзи ( 12 сехет)

Паттǎрлǎх поэзийĕ. ( Обзорлǎ лекци) Н. Шелепи, И. Тукташ, Н. Янкас, В. Бараев. И. Ивник, уйǎп Мишши, Кĕçтук Кольцов сǎввисем ( конференци)

П. Хусанкай. «Хура пĕркенчĕк» ярǎмĕ, « Тилли юррисем» хайлавĕ.

П.Хусанкай – пултаруллǎ поэт, куçаруçǎ, кĕрешÿçĕ. Çитĕнÿ тапхǎрĕсем. « Тили юррисем» - философилле лирика ярǎмĕ. Ярǎм пахалǎхĕ.

Çыру ĕçĕ: « П.Хусанкай – чǎваш поэзийĕн çутǎ çалтǎрĕ»

Курс пĕтĕмлетĕвĕ.

Усǎ курмалли литература:
  1. Антонова З.С. Чǎваш сǎмахлǎхĕн вĕрентÿ меслечĕсем: чǎваш шкулĕн 5-11-мĕш классĕсенче вĕрекнтекенсем валли / З.С.Антонова, В.П.Станьял.- Шупашкар, 2006.
  2. Шкул ачисен пĕлĕвепе хǎнǎхǎвĕсене хакласси: чǎваш шкулĕн 5-11 класĕсенче чǎваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем валли / Ю.М. виноградов, Л.Г.Петрова, Е.А.Майков хатĕрленĕ.- Шупашкар, 2004.
  3. Чǎвашла вырǎсла словарь / И.А.Андреев т.ыт.; М.И.Скворцов редакциленĕ.
  4. Метин П.Н. Литературǎпа халǎх сǎмахлǎхĕн ǎнлавĕсем: шкул словарĕ / П.Н.Метин, А.И.Мефодьев. – Шупашкар,1997.
  5. Чǎваш литератури программи: чǎваш шкулĕн 5-11 класĕсем / З.С.Антонова. Н.Г.иванова, В.П. Никитин

( Станьял). –Шупашкар. 2003.
  1. Чǎваш литератури: Вĕренÿ кĕнеки. В.Г.Родионов хатĕрленĕ. – Ш., 2003 .
  2. Чǎваш литератури: Хрестомати. В.Г.Родионовпа Э.И.Родионова хатĕрленĕ.- Ш.,2002.
  3. Абрамов В.А,, Печников О.И. Сочинении мĕнле çырмалла.- Шупашкар, 1998.
  4. Дмитриев В.И. Чǎваш чĕлхи тата литератури: тĕрĕслев ĕçĕсемпе меслет кǎтартǎвĕсем. – Ш., 1995.

11. Чǎваш литературине аслǎ классенче вĕрентесси./ В.Г.Родионов, Э.И.Родионова, Г.И.Федоров. – Ш., 2006.


10 класс. Тематика планĕ. Чǎваш литератури.


10 rkfcc

Урок темисем.

Тěллевěсем.

Кăтарту хатěрěс.

Киле ěç.

Сехетсен шучĕ

1. Кÿртěм калаçу. Авалхи тěрěк сăмахлăхě.Атăлçи Пăлхарсен культури.

Чăвашсен ватă аслашшěсен пирěн эрăчченхи вăхăтран пуçласа илемлě ăнě аталанса пынине кăтартса парасси.

Таблица.

Лекци.

1

2. 18-19 ěмěрěн малтанхи çурринчи çыруллă сăмахлăх.

Чăвашăн вăтам ěмěрсенчи культури ерипен аталанса пынине çутатса парасси.

Докладсем.

Лекци материалě.

2

3. Е. Рожанскин

« Чăвашсем çинчен» очеркě.

Е. Рожанскин пурнăçěпе пултарулăхěпе паллаштарасси, очеркěн содержанине ăнлантарасси.

Чăваш мифологийěнчи сăнарсене чăваш сăмахлăхěнчипе танлаштарасси.

Е. Рожанскин портречě, очеркě.

Синхронлă таблица.

24-28стр.

1

4-5. Н. Бичуринăн пурнăçěпе пултарулăхě

« Тěлěк» оди.

Н. Бичуринăн пурнăçěпе пултарулăхне вěрентесси, одипе паллаштарасси,чăваш çыруллă поэзийě çуралса вăй илнине кăтартасси.

Н. Бичуринăн портречě, кěнекисем.

29-33 стр.

2

6.С. Михайлов. « Анатри чăвашпа вирьял чăвашěн калаçăвě»…

С. Михайловăн илемлěх ăнě аталанса пынине катартасси, унăн пултарулăхěпе паллаштарасси, произведенийěсене ăнланма пулăшасси.

С. Михайлов портречě, хайлавěсем.

Ытти хайлавěсене вуламалла.

1

7. Сочинени. « Халапсем- халăх аваллăхěн тěкěрě»

Сочинени çырма хатěрленесси, çыру ăсталăхне аталантарасси.




Çырса пěтермелле.

1

8. Килти вулав урокě.

С. Михайлов хайлавěсене вуланине тěрěслесси.







1

9. Н. Золотницкий вěренекенěсем.

Н. Золотницкий вěренекенěсемпе паллаштарасси. Доклатсем итлесси.

Портретсем.

46-62 стр.

1

10. Г. Филиппов « Чухăн çын пурнăçě-хирти мулкач пурнăçě».

Хайлава вуласа тшкересси, Г. Филиппов пултарулăхěпе паллаштарасси.

Портрет, кěнекесен выставки, текст.

63-68 стр.

1

11. И. Яковлевпа унăн вěренекенěсем.

« Манăн пурăнăç» хайлавне вуласа тишкерме вěрентесси, Яковлев вěренекенěсем çинчен докладсем итлесси.

Портретсем, статйи, Яковлев çинчен альбом, стенд.

69-80 стр.( уч.)

хрестоматири статья.

1

12. И. Юркинăн « Мул» повеçě.

Чăваш литературинче çутлăх реализмě çирěпленсе пынине кăтартасси, « Мул» повеçри мулпа чун проблемине хускатнине кăтартса парасси.

Портрет, синхронлă таблица, кěнекисем.

81-86( уч.)

хрестоматири статйи.

1

13. Турхан Яккăвěн чăваш лирикинчи вырăнě.

Турхан Яккăвěн пурнăçěпе пултарулăхěпе паллаштарасси, лирика-эпика жанрěсене пăхса тухасси. « Варуççи» хайлава тишкересси.

Портрет, поэма.

88-94 стр.

1

14.Турхан Хěветěрě-ăста лирик.

Турхан Хěветěрěн сăввисенчи лирика харкамçипе, вěсенчи тěп темăсемпе мотивсем çинчен паллаштарасси. Х. Турхан лирикин поэтикине тишкересси.

Портрет, поэми.

95-99 стр.

Поэмине вулама.

1

15. Г. Комиссаров «Авлану».

Драма речěн паллисене, енěсене палăртасси, Г.Комиссаров пултарулăхěпе паллаштарасси, драмине ăнланма пулăшасси.

Портрет, драми, очеркěсем.

100-109 стр.




1

16. Сочинени. « 19-мěш ěмěрти чăваш литератури»

Килти вулава пěтěмлетесси, Г. Тимофеевăн

« Тăхăр ял» хайлавě тăрăх.

Портрет.

Çырса пěтер.

1

17. 20-мěш ěмěр пуçламăшě.Вăхăт паллисем. Прозăпа поэзи аталанăвě.

20-мěш ěмěр пуçламăшěнчи прозăпа поэзи аталанăвěпе паллаштарасси, докладсене пăхса тухасси.

Портретсем, хайлавěсем, таблицăсем.

110-118 стр.

1

18. Лирика хайлавě. Унти автор тата лирика харкамçи.Г. Кореньков пултарулăхě.

Г. Кореньков сăввисене тишкерсе пěтěмлетÿ тума вěрентесси, лирика çинчен ăнлантарасси, лирика речěсемпе паллаштарасси.

Портрет, словарь.

127-129 стр.

1

19. Н. Шупуççынни пултарулăхě.

Н. Шупуççынни пултарулăхěпе паллаштарасси, сăввисене тишкерме вěрентесси.

Портрет, сăввисем, учебник, хрестомати.

130-136 стр.

1

20. Сочинени.

« Чěлěмпеле эрехех çын пурнăçне пěтерет»

Çыру ăсталăхне аталантарасси.




Çырса пěтермелле

1

21. К. Иванов хайлавěсене çырнă вăхăт.

К. Иванов пултарулăхěпе, хайлавěсене çырнă тапхăрпа паллаштарасси.

Портрет, альбом.

138-142 стр

биографи.

1


22. К. Иванова аса илеççě.

К Иванова Т. Марфи, Праски йăмăкě аса илнисемпе паллаштарасси.

Портрет, статйисем.

Хрестоматири статьясене вуламалла.

1

23. « Нарспи» поэмăри автор сăнарě.

« Нарспи» поэмăри автор сăнарěпе паллаштарасси.




Хрестоматири статья

150-154 стр.

1

24. 20-мěш ěмěр пуçламăшěнчи драматурги. « Шуйттан чури».

« Шуйттан чури» трагедие вуласа ăнлантарасси, драматурги аталанăвěпе паллаштарасси, таса чунлă çынсем пулма вěрентесси.

Трагеди

143-150 стр. 154-159 стр.

1

25. « Укçа пулсан мул та пур, унтан ытла мěн кирлě»

Урок-тавлашу ирттересси.







1

26. К. Иванов тата куçарусем.

К. Иванов куçарăвěсемпе паллаштарасси.

М. Лермонтовăн сăввисем, куçарăвěсем.

160-162 стр.

1

27. Сочинени. « К. Иванов хайлавěсенчи тěп проблемăсем»

Çыру ăсталăхне аталантарасси.




Çырса пěтермелле

1

28. 1917-1930 çулсенчи поэзипе проза

Çав çулсенчи поэзипе проза аталанăвěсемпе паллаштарасси. Урок-лекци.

Портретсем, хайлавěсем.

162-171 стр. 200-203 стр.

1

29. Сеçпěл Мишши пултарулăхě.

Михаил Сеспель пултарулăхěсемпе паллаштарасси, унăн трагедийěн тěп сăлтавěсемпе паллаштарасси.

Портрет, альбом.

172-188 стр.

1

30-32. Поэт пултарулăхěн тěп тапхăрěсем.

Поэт пултарулăхěн тěп тапхăрěсемпе паллаштарасси.

Портрет, альбом.

172-189 стр.

2

33-34. С. Мишши прози.

« Юншăх» калавěпе, унăн çырăвěсемпе паллаштарасси.

Çырăвěсем, калавě.

190-199 стр.

2

35. Сочинени.

« С. Мишши юратăвě-çěкленÿ-ши, асап-ши?» ятлă сочинени çырасси.







1

36-37. Хумма семенěн пултарулăхě.

Хумма С. пултарулăхěпе паллаштарасси, калав содержанине ăнланма пулăшасси.

Портрет

204-209 стр.

2

38. 1917-1930 çулсенчи драматурги.

Обзорлă лекци ирттересси.

Драматургсен портречěсем.

209-213 стр.

1

39-41. Ф. Павлов пултарулăхě.

Пултарулăхěпе, сăввисемпе , « Хитре» статьяпа паллаштарасси.

Портрет, сăввисем, статйи.

215-219 стр.

3

42-43. « Ялта» драма.

Драма содержанипе паллаштарасси.




220-225 стр.

2

44. Сочинени « Елюк вилěмěшěн кам айăплă»

Сочинени çырма вěрентесси, çыру ăсталăхне аталантарасси.

Доска.




1

45-46. Эстетикăна хытарса çитерни. 1930-1945 çулсенчи проза.

Элкер статйисене сÿтсе явасси

Портретсем.

226-234 стр.

2

47. С. Ялавин « Сул çинче».

С. Ялавин пултарулăхěпе паллаштарасси, калав содержанипе паллаштарасси.

Портрет, калавě.

233-234.

1

48-50. С. Элкер « Хурапа шурă»

С. Элкер пултарулăхěпе паллаштарасси,

Повесть содержанине çутатса парасси, пурнăçра тěрěс çул суйласа илме вěрентесси.

Портрет.

234-240 стр.

повеçě.

3


51. Сочинени « Çемье телейě мěнре-ши?»










1

52. 1930-1945 çулсенчи драматурги.

Çав çулсенчи драматурги аталанăвěпе паллаштарасси.

Портрет.

242-244 стр.

1

53-56 П. Осипов « Пирěн пурнăç хăтлăхра».

Драма содержанипе паллаштарасси, унти сăнарсене хар-ка парасси.

Портрет, драми.

245-249 стр.

4

57. 1930-1945 çулсенчи поэзи.

Обзорлă лекци ирттересси

Поэтсен портречěсем.

Сăвăсем.

250-257 стр.

1

58. Сочинени « Паттăрлăх поэзийě»

Сочинени çырмалли урок.







1

59-64. П. Хусанкай

« Тилли юррисем»

П. Хусанкай пултарулăхěпе паллаштарасси, « Тилли юррисем» хайлавне ăнланма пулăшасси.

Портрет, хайлавě.

258-270 стр.

6

65. « Шухăшăмçăм, шухăш» ярăмě.

Илемлě вулама хăнăхтарасси.







1

66. Сочинени. « П. Хусанкай- чăваш поэзийěн çутă çăлтăрě»

Çыру ăсталăхне аталантарасси.







1

67-68. Курс пěтěмлетěвě.

Пěтěмлетсе хăварасси, ачасен пěлěвне хакласси.







2