Чǎваш литературине вĕрентмелли ĕç программи
Вид материала | Литература |
- Сценарный план секции чувашского языка и литературы, посвящённой 100-летию со дня рождения, 41.75kb.
- Чăваш книжная республикин 2 / 2009 летопись, 247.52kb.
- Чăваш книжная республикин 5 / 2007 летопись, 354.45kb.
- Чăваш Республикин ачасене хушма пĕлÿ паракан автономла учрежденийĕ, 31.7kb.
- Приказ от 01. 03. 2011 г. №16 Шупашкар хули г. Чебоксары Об итогах республиканского, 29.77kb.
- Чăваш Республикин вĕренÿ тата, 181.39kb.
VI класс.
Хайлавсене вуласа тишкерме – 50 сехет
Пуплевпе çыру ǎсталǎхне аталантарма – 10 сехет.
Килти вулава йĕркелеме – 8 сехет.
Пĕтĕмпе - 68 сехет.
Кÿртĕм. Çут çанталǎкпа çын – литературǎн тĕп сǎнарĕсем. Литература – пурнǎç тĕкĕрĕ. Сǎнарлǎх – халǎх сǎмахлǎхĕпе илемлĕ литературǎн эстетика никĕсĕ. Илемлĕ хайлавсем вулакан кǎмǎл-туйǎмне аталантарма пулǎшни, ǎна пархатарлǎ çын пулма вĕрентни. ( 1 сехет)
Халǎх сǎмахлǎхĕ.
- Юрǎ – халǎх чунĕ. ( 4 сехет)
Юрǎ – халǎхǎн пысǎк пуянлǎхĕ, сǎмахлǎхǎн вайлǎ аталаннǎ, анлǎ сарǎлнǎ тĕсĕ. Авалхи çынсем сǎмах асамлǎхне ĕненни, сǎвǎ-юрǎпа кулленхи пурнǎса илемлетни.
а) Халǎх юррисем. Халǎх юррисенче çынсен пурнǎçĕ, шухǎш-ĕмĕчĕ, кǎмǎл-туйǎмĕ сǎнланса юлни. Юрǎ жанрĕсемпе тĕсĕсем. Самана улшǎннǎçемĕн юрǎ жанрĕсем çĕнелсе пыни. Ĕлĕкхи юрǎсем.
Вуласа вĕренме: « Алран кайми аки-сухи», « Уй варринче», « Пир çапакансен юрри».
« Хурǎн çулçи».
Килте вулама: « Шǎнкǎр-шǎнкǎр шыв юхать», « çеркем пǎсса вир акрǎм».
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: Халǎх юррисен сǎнарлǎхĕпе илемлĕхĕ.
ǎ ) Литература юррисем. Литература юррисем, вĕсен тематикипе тĕп шухǎшĕ, тытǎмĕ, сǎнарлǎхĕ. Юрǎ ǎстисем, вĕсен тематикипе тĕп шухǎшĕ, тытǎмĕ, сǎнарлǎхĕ. Юрǎ ǎстисем, юрǎçсем, юрǎ сǎвǎлакансем, юрǎ кĕввине хывакансем.
Вуласа вĕренме: Ф. Павлов « Хитре», « Вĕлле хурчĕ».
И. Тукташ « Хĕл илемĕ»
Вуласа паллашма: Валентин Урташ « çунат хушассǎм килет».
Раиса Сарпи « Мухтав юрри».
Килте вулама: Юрий Плотников « Лар, аннеçĕм, юнашар». Александр Гордеев « Анне сǎнарĕ».
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Литература юррисенчи илемлĕх мелĕсем. Юрǎ янǎравлǎхĕ сǎмахпа кĕвĕ уйрǎлми çыхǎннинчен килни: çемĕ ( ритм) – ассонанс, аллитерации, анафорǎпа эпифора, сǎмах вылянǎвĕ, рифмǎсем ( састаш) – мǎшǎр, хĕресле, çавра.
Çыруллǎ сǎмахлǎх.
- Усал – утпа, ырри çуран çÿрет ( 5 сехет).
Çын кǎмǎл-туйǎмĕн пахалǎхĕ: ǎш пиллĕх, ырǎ кǎмǎллǎх, тÿрĕ чунлǎх, юлташлǎх.
Хайлавсенчи кǎмǎл-сипет ыйтǎвĕсем: кахал, хытǎ чунлǎ, çǎткǎн, суеç, элекçĕ, мухтанчǎк, хыт кукар çынсене питлени.
Вуласа вĕренме: Анатолий Смолин: « Ан вĕлер, ан суй, ан сут». Денис Гордеев « Кукǎр алǎсем». Петĕр Эйзин
« Кураканни куоать». Ю.Мишши « çĕр улми аврипе Мǎян», В. Игнатьев « Кушак сухалĕ», Александр Кǎлкан
« Хǎравçǎ Мулкач».
Вуласа паллашма: Елен Нарпи « Ултав»».
Килте вулама Валерий Туркай « Йывǎр – çын пулма». Александр Кǎлкан « Каппайчǎк пучах». Мĕтри Юман « Çĕнĕ хунав».
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи . Ытарлǎ кулǎш. Питлевпе юптару. Ытарлǎх ( аллегории) – пĕтĕмлетнĕ шухǎша сǎнар урлǎ шахвартса калани. Юптару – эпика жанрĕ, сǎвǎласа çырнǎ ытарлǎ хайлав.
- Çынна сума сǎвакан – хǎй те сумлǎ пулакан ( 3 сехет).
Çыннǎн кǎткǎс чун-чĕрине ǎнланма, кирлĕ чухне пулǎшма, ырǎ кǎмǎл-сипетне ǎша хывма тǎрǎшасси, аслисенчен ырǎ тĕǎ кǎмǎл-сипетне ǎша хывма тǎрǎшасси, аслисенчен ырǎ тĕслĕх илесси. Этем чысĕпе тивĕçĕ, сĕмĕ-сипечĕ,
( совеçĕ) ÿнерсенче ( сǎмахлǎхра, графикǎра, скульптурǎра, живопиçре, юрǎра, ташǎра, оперǎпа балетра) палǎрни.
Вуласа вĕренме:
Антип Николаев « Юрик асламǎшĕ». Александр Кǎлкан « Йытǎпа Кушак». Петĕр Эйзин
« Йǎмрапа хурǎн», В. Бурнаевский « Кÿрентерÿпе каçару».
Вуласа паллашма: Иван Яковлев. « Ватǎсемпе çамрǎксем». « Вǎрǎпа амǎшĕ»( юмах)
Килте вулама: Ольга Туркай « Çулçǎ», «Çерçисем». Порфирий Афанасьев « Пĕр юлташа».
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Ÿнер тĕсĕсем. Унерти тата чǎн пурнǎçри сǎнарсене тÿррĕн тата символласа кǎтартни.
4. Чыс, тивĕç, сипет этеме кÿрет тивлет ( 4 сехет).
Этем лайǎх е япǎх пуласси ытти сынсемпе хутшǎннинчен, ырǎпа усала курма пĕлнинчен, ашшĕ-амǎшне, халǎха тивĕслĕ пулма тǎрǎшнинчен килни. Чыс, тивĕç, сипет – çыннǎн чи кирлĕ енĕсем, вĕсене аталантарма çамрǎк çынна литература пулǎшни.
Вуласа вĕренме: Лидия Сарине « Кукамай», Валентина Элпи « Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача».
Вуласа паллашма: Елен Нарпи « Тивĕç». Василий петров « Мулаххай».
Килте вулама: Людмила Сачкова « Тирпейсĕр Тимуш»
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Калав çинчен аса илни. Калав тĕсĕсем. Калуçǎпа санарсем. Калавǎн тематики, шухǎшĕ, сǎнарĕсем.
5. Ÿркев ÿкерет – ĕçченлĕх çĕклет. ( 5 сехет).
Литературǎри тата пурнǎçри ырǎпа усал кĕрешĕвне сǎнарлǎн кǎтартни. Ÿркевпе ĕçченлĕх. Ĕçрен хǎраман, таса чун-чĕреллĕ, ырǎ ĕмĕтлĕ çынсене кǎтартни.
Вуласа вĕренме: Валерий Туркай « Ниме», В. Давыдов-Анатри « Кĕтмен инкек», Валентина Элпи
« Аппапа пĕрле».
Вуласа паллашма: Мария Ухсай « Çаран çинче», Александр Галкин « Ăнǎçсǎр ǎмǎрту».
Килте вулама: Зоя Нестерова « Янттине хапсǎнсан».
Ăсталǎхпа илем тĕнчи : Хайлав тытǎмĕ.
6. Пул ǎслǎ, тавçǎруллǎ. ( 6 сехет)
Çут çанталǎк панǎ ас-хакǎла, тавçǎрулǎха, тавракурǎма аталантарса пырас тесен нумай вуламалла, сǎнамалла, тĕпчемелле. Сине тǎрса тǎрǎшсан çеç ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнǎçа кĕрет. Литература геройĕн ǎс-тǎнне, тавçǎрулǎхне хайлавсенче тĕрлĕ енлĕ кǎтартса пани.
Вуласа вĕренме: Иван Ахрат « Юрлакан кĕленчесем». Ю. Сементер « Вилĕме улталани». Людмила Сачкова
« шǎпǎрлан», Г. Айхи « çын тата сцена».
Вуласа паллашма: Алексей Трофимов « çыруллǎ кĕпе», « Паллǎсен уявĕ»
Килте вулама: Геннадий Юмарт « Çылǎх мана». Георгий Ефимов « Кам пулǎ янǎ вара кунта?».
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Литература геройне сǎнлани: диалог, мǎнлату, пĕчĕклетÿ, градации, хирĕçлетÿ, юптарса калани.
7. Юлташсǎр çын – тымарсǎр йывǎç ( 4 сехет)
« Тус, юлташ хǎвǎнтан лайǎхрах пултǎр. Эсĕ ху та маттур пул» тени. Тус-юлташран тĕслĕх илсе пĕр-пĕрне пулǎшса пырасси. Тус-юлташ – çыннǎн чи пысǎк пуянлǎхĕ, шанчǎкĕ, телейе, тĕрекĕ.
Илемлĕ литературǎн пурнǎç чǎнлǎхĕпе илемне сǎнласа кǎтартас, этеме пултаруллǎ та хитре чунлǎ пулма вĕрентес тĕллевĕ.
Вуласа вĕренме: Митта Ваçлейĕ « И мĕн пуян?», Ольга Туркай « Юлташпа- вǎйсǎрри те вǎйлǎ»,
А. Кǎлкан « Алим».
Вуласа паллашма: Валентина Эльби « Тус пулар». Людмила Сачкова « Ăмсану».
Килте вулама: Василий Ермолаев « кулǎшла инкек».
Ăсталǎхпа илем тĕнчи: Драма тĕсĕсем, тытǎмĕ. Хирĕç тǎру – драмǎри ĕçсене аталантаракан никĕс. Драма тытǎмĕ: ĕç пуçламǎшĕ, аталанǎвĕ, хĕрсе çитнĕ вǎхǎт, ĕç вĕçленĕвĕ. Ĕç –пуç ( действии, акт), ÿкерчĕк, курǎну ( явлении).
8. Ырри усала çĕнтеретех ( 7 сехет)
Сǎмах ǎсталǎхĕ ырǎпа усала уйǎрма вĕрентни. Йывǎрлǎхсене çирĕп кǎмǎллǎ, мал ĕмĕтлĕ çын анчах çĕнтерни. Этем халǎха юрǎхлǎ çын пулас ĕмĕтпе пурǎнни.
Вуласа вĕренме: Иване Лисаев « Чире парǎнма çуралман», Стихван Шавли « Вĕçкĕн Ваççа», Людмила Сачкова « Оля – Улькка», А. Лазаревыа « Урок пуçланчĕ»
Вуласа паллашма: Любовь Мартьянова « Çуралнǎ кун», С. Элкер « Манǎн кǎмǎл».
Килте вулама: Порфирий Афанасьев « Çынна ырǎ ту», Михаил Сунтал « Чǎваш пĕтсен тĕнче пĕтет».
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи . Хайлаври хавха. Паттǎрлǎх, çĕкленÿлĕх. Черченлĕх, хурланупа синкерлĕх, кулǎш, тǎрǎхлав, питлев хавхисем ( пафоссем). Хайлавсене çырса кǎтартнин хǎй евĕрлĕхе.
9. Çǎкǎртан асли çук ( 5 сехет).
Çǎкǎр-тǎвар – чǎваш çыннин пурнǎç тыткǎчи. Ǎна перекетлĕ тытни, тǎрǎшса упрани, çǎкǎр тǎвакана мухтани. Тǎван уй-хире хресчен чунтан юратни. Уй-хир ĕçченĕн пархатарлǎ ĕçне кǎтартни. Сǎнлас пултарулǎх. Çǎкǎрпа çынна поэзире тата эпикǎра сǎнарлакан уйрǎмлǎхсем.
Вуласа вĕренме: Ева Лисина « Çǎкǎр чĕлли», А. Воробьев « Çурхи хирте», «Çǎкǎр»,
Вуласа паллашма: Уйǎп Мишши « Сухара»,
Килте вулама: Виталий Енĕш « Çǎкǎр пирки пĕр-ик çамах», Василий Петров « Çавра çǎкǎр».
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: Поэзии чĕлхи, Сǎвǎ виçисем.
10. Тǎван çĕрĕн тусанĕ те тǎван, пылчǎкĕ те пылак ( 6 сехет).
Тǎван сĕрĕн илемĕпе пурлǎхне упрасси. Тǎван çĕрĕн çут çанталǎкĕпе , çыннисемпе, вĕсен ĕçĕ- хĕлĕпе, ялĕ-хулипе мǎнаçланма вĕрентесси. Халǎхшǎн ырǎ ĕç туни – тивĕç, телей, савǎнǎç.
Çыравçǎн тĕп тĕллевĕ – каласа кǎтартасси маар, сǎнласа парасси.
Вуласа вĕренме: Геннадий Волков « Ылтǎн çĕр», И.Ивник « Тул çутǎлать», С. Элкер « Пуян чǎваш вǎрманĕ».
Вуласа паллашма: Герасим Харлампьев « Ытарайми çĕр-шывра».
Килте вулама: Анатолий Афанасьев « Çил», « Тĕтре», «Пĕлĕтсем», « Юр пĕрчисем».
Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: Очеркпа тĕрленчĕк. Илемлĕ очерк. Чǎнлавлǎ очерк. Очерк тĕсĕсем: сǎн-сǎпат, асаилÿ, çул сÿрев очеркĕсем.
Пǎхмасǎр калама вĕренмелле:
« Алран кайми…»
Илле Тукташ « Хĕл илемĕ».
А. Кǎлкан « Хǎравçǎ мулкач».
Анатолий Смолин « Ан вĕлер, ан суй, ан сут».
Петĕр Эйзин « Йǎмрапа хурǎн»
Митта Ваçлейĕ « И мĕн пуян?».
Стихван Шавли « Вĕçкĕн Ваççа».
Ева Лисина « Çǎкǎр чĕлли» . ( Проза сыпǎкĕсем)
Иван Ивник « Тул çутǎлать».
Пĕлмелли ǎнлавсем: антитеза. Ар,ама, дактильлĕ састашсем, икĕ тата виçĕ сыпǎклǎ сǎвǎ виçисем, илемлĕх мелĕсем, кĕвĕ ǎсти, кулǎш, очерк тĕсĕсем, паральлелĕх, питлев, сǎнарсен ушкǎнĕсем, çыравçǎ-сǎнлавçǎ, çыравçǎ-шухǎшлавçǎ, тема, тĕп шухǎш,ленчĕк, ÿнер, ÿнер тĕсĕсем, хавха, хайлав тытǎмĕ., конфликт, ытарлǎх, эстетика, илемлĕх.
Ирĕклĕ вулав валли:
«Ача-пǎча самахлǎхĕ»: вǎтам классен хушма вулав кĕнеки (1996).
Антонина Васильева. «Çăкăр пиçет».
Денис Гордеев. «Ăшă çумăр», «Карăк туйĕ».
Виталий Енĕш. «Чун кăварĕ».
Прохор Емельянов. «Япаласем ăçтан килнĕ?»
Анна Железкова. «Шуршăл ачи».
Николай Иванов. «Ырă ят».
Иван Ивник. «Сăвăсемпе поэмăсем».
Аркаçий Казанов. «Ачалăх сукмакĕсем», «Чун йыхравĕ».
Алексанçра Лазарева. «Савăнăç».
Любовь Мартьянова. «Сенкер ачалăх».
Георгий Орлов. «Тривим йысна калавĕсем».
«Пирĕн енче». Халăх хывнă сăвă-юрă.
Юрий Скворцов. «Валтари рак».
«Юратна кĕнеке». Ш., 1966, 1976
Вĕренекенсен çаксене пĕлмелле:
- вĕреннĕ хайлавсен ячĕсемпе паллăрах авторĕсене;
- хайлаври ĕçсен йĕркине (сюжета), сăнарсене, вĕсем хушшинчи çыхăнăва;
- литература теорине (программăра палăртнине);
- программăра катартнă текста пăхмасăр лайăх калама.
Вĕренекенсен çаксене тума пултармалла:
- çыравçă пурнăçри ÿкерчĕксене мĕнле сăнланине курма, тавçăрса илме;
- хайлаври илемлĕх мелĕсене тупма, вĕсемпе çыравçă мĕншĕн усă курнине ăнлантарса пама;
- хайлаври тĕп сăнарпа ытти сăнарсене, вĕсен ĕçне-хĕлне, тыткаларăшне, шухăшне, кăмăлне кăтартса характеристика пама;
- илемлĕ литература, ăслăлăх тата публицистика хайлавĕсене тĕрĕс, уçăмлă вулама;
- илемлĕ литература хайлавĕсене сăнарсен расна сассине палартса вулама;
- эпика хайлавĕн е уйрам сыпăксен содержанине туллин, кĕскен, суйласа илсе каласа е çырса пама;
- вуласа тухнă хайлав çинчен харпăр хăй шухăшне пĕлтерсе калама е çырса пама; ыйтăва хуравлама, тĕп сăнарсене хаклама;
- эпика хайлавĕн е унăн пĕр сыпăкĕн ансăр тата анлă планне тума;
- килте вуланă хайлавăн уйрăм курăнăвĕсемпе сăнарсем çинчен хăй шухăшне каласа пама;
6 класс. Чǎваш литератури. Тематика планĕ
6 класс Чǎваш литератури Урок темисем. | Урок тěллевěсем | Меслечěпе мелěсем | Кăтарту хатěрěсем | Словарь ěçě | Киле ěç | Срокесем |
1. Литература-пурнăç тěкěрě. |
Литература çинчен ăнлантарасси | Учитель сăмахě Калаçу Ыйту-хурав Сыхăнуллă пуплев | учебник | Сăнлăх Сăнар Илемлě литература | 4-5 стр. | 2.09.10. |
2-3. Халăх юррисем. «Алран кайми аки-сухи», «Хурăн çулçи». Халăх юррисен сăнарлăхěпе илемлěхě. | 1. Чăваш юррисен жанрěсемпе паллаштарасси.2. Чăваш халăхěн чи лайăх енěсене, йăли-йěркисене, ачасен чун-чěрине çитересси, сăпайлă пулса ÿсме вěрентесси. 3. Шкул ачисне культурине ÿстересси. 4. Ачасен пуплевне аталантарасси. | Учитель сăмахě Çыхăнуллă пуплев Кěвěсене итлени Илемлě юрлани Ушкăнпа ěçлени | Таван литература Юрă кěнеки Магнитофон Плакат Композиторсен сăнěсем пластинка | Ěç юррисем,такмак Çавра юрă, кайраç такмак, тайăк .пěррем Сыпăнуллă юрă Параллелизм Танлаштару, эпитет инверси | Юрăсене юрлама вěренмелле | 8.09.10. 9.09.10. |
4-5. Литература юррисем. Ф. Павлов « Хитре», И. Тукташ «Хěл илемě». Литература юррисенчи илемлěх мелěсем. | Литература юррисем çинчен ăнлантарасси, чăваш композиторěсемпе паллаштарасси, ачасен юрă-ташă пултарулăхне аталантарасси. | Учитель сăмахě Илемлě вулав Калаçу Ыйту-хурав | Тăван литература Юрă кěнеки Портретсем ЧР гимнě плакатсем | Литература юрри Ассонанс Аллитераци Анафора Эпифора Çемě Састаш | Илемлě вулав Пăхмасăр вěренмелле | 15.09.10. 16.09.10. |
6. Сăнлав сочиненийě.П. Г. Кипарисовăн « Юрă» картини. | Картинăна тишкерме хăнăхтарасси, Сыхăнуллă пуплеве аталантарасси, ěлěкхи пурнăçа ăнланма вěрентесси. | Калаçу Учитель сăмахě Йту-хурав Картинăпа ěçлени | Чăваш художникěсем, портретсем | Хушпу, лаххан, сăпка Тенкě.алтăр | Сочинени çырмалла | 22.09.10. |
7. А. Смолин « Ан вěлер, ан суй, ан сут», П. Эйзин «Кураканни курать», Ю.Мишши « Çĕр улми аврипе мǎян» | А. Смолин ачалăхěпе,П.Эйзин , Ю.Мишши пултарулăхěсемпе паллаштарасси, сăвăсене тишкерме вěрентесси, пěр-пěрне хисеплеме вěрентесси. | Калаçу Учитель сăмахě Ыйту-хурав Илемлě вулав | Словарь Тăван литература | Кěтрет, ансух | ыйтусемпе ěçсем илемлĕ вулав, пǎхмасǎр пĕр сǎввине. | 23.09.10. |
8. В. Игнатьев « Кушак сухалĕ» | В.Игнатьев пултарулǎхĕпе паллаштарасси. | Учитель сăмахě Ыйту-хурав Илемпě хурав | Словарь Тăван литература | | Содержани Ыйтусемпе ěçсем | 29.09.10. |
9. Д. Гордеев « Кукăр алăсем». | Д. Гордеев ачалăхěпе паллаштарасси, калава тишкересси, ачасене тÿрě çулпа утма вěрентесси. | Учитель сăмахě Ыйту-хурав Илемлě вулав Калаçу | Тăван литература Портет Кěнекисен выставки | Чăнлăх | Содержани Ыйтусемпе ěçсем | 30.09.10. |
10. А. Кăлкан « Хăравçă мулкач». | А.Кăлкан ачалăхěпе паллаштарасси, юптарăва тишкерме вěрентесси, тěрěслěхшěн кěрешме вěрентесси. | Учитель сăмахě Калаçу Ыйту-хурав Илемлě вулав | Портрет Тăван литература | Юптару Аллегори Кулăш Питлев | Сăвă пăхмасăр, терминсене вěренмелле | 6.10.10. |
11. В. Туркай «Йывăр-çын пулма» | Килти вулава тěрěслесси. | Калаçу Çыхăнуллă пуплев | Кěнекисен выставки | | Вуласа пěтермелле 58 стр. | 7.10.10. |
12. Инсценировка çырасси. | Инсценировка çырма вěрентесси | Учитель сăмахě | кěнекесем | инсценировка | Çырса пěтермелле. | 13.10.10. |
13. Ытарлǎ кулǎш. | Теории материалне вĕрентесси. | Учитель ǎнлантарни | | | Терминсене вĕренмелле | 14.10.10. |
14. А. Николаев « Юрик асламăшě». | А. Николаев ачалăхěпе паллаштарасси, калавăн тěп шухăшěпе паллаштарасси, ватăсене хисеплеме вěрентесси. | Учитель сăмахě Илемлě вулав Тишкерÿ Калаçу | Тăван литература Портрет | экологи | 59-62 стр. | 20.10.10. |
15. П. Эйзин «Йăмрапа хурăн», В. Бурнаевский « Кÿрентерÿпе каçару» | П. Эйзин ачалăхěпе паллаштарасси, сăвва тишкерме вěрентесси, пěр-пěрне пулăшма вěрентесси. В. Бурнаевский пултарулǎхĕпе паллаштарасси. | Учитель сăмахě Илемлě вулав Тишкерÿ Калаçу | Тăван литература Портретсем | Экологи | « Манǎн юратнǎ йывǎç» хайлав, ÿкерчĕк тумалла. 65-70 стр. | 21.10.10. |
16. Унер тěсěсем. | Ÿнер тěсěсемпе паллаштарасси, вěсен уйрăмлăхěсене ăнлантарасси. | Учитель сăмахě. | Тăван литература. | Ÿнер, сăнар. | 70-73стр. конспект. | 27.10.10. |
17. Килти вулав урокě. | Килти вулава тěрěслесси. | Ачасен çыхăнуллă пуплевě. | Кěнекесем. | | Вуласа пěтермелле. | 28.10.10. |
18. Сочинени ÿкерчĕк тǎрǎх. | Сочинени çырма вěрентесси, çыру ăсталăхне аталантарасси, çынсене хисеплеме вěрентесси. | Учитель сăмахě, калаçу, ыйту-хурав. | | | Çырса пěтермелле. | 10.11.10. |
19-20. Л. Сарине « Кукамай». | Л. Сарине ачалăхěпе паллаштарасси, калава вуласа тишкерме вěрентесси, ватă çынсене хисеплеме вěрентесси. | Учитель сăмахě, калаçу, ыйту-хурав. | Портрет, словарь. | Чыс, тивěç, сăпайлăх, сипетлěх, кăмăл, çынлăх, айăп, хуйхă, инкек. | Содержани, ыйтусемпе ěçсем. | 11.10.10. 17.11.10. |
21-22. В. Элпи « Илемлĕхе курма пÿрнě ача». | Калава вуласа тишкересси, калав тěсěсемпе паллаштарасси, пěр-пěрне ăнланма вěрентесси. | Учитель сăмахě, калаçу, ыйту-хурав. | Портрет. Словарь. | Чыс, тивěç, сипет, калав, сăнлав, ăслав. | Содержании, калава малалла тǎсни. | 18.11.10. 24.11.10. |
23. Елен Нарпи «Тивěç». Мĕн вǎл калав? | Килти вулава тěрěслесси. | Учитель сăмахě, ыйту-хурав, калаçу. | | | Вуласа пěтерме. 100-101 стр. конспект | 25.11.10. |
24 Укерчĕк тǎрǎх сочинени. Стр. 102 | Сочинени çырма вěрентесси. | Учитель сăмахě, çыхăнуллă пуплев,çыру ăсталăхне аталантарасси. | | | Çырса пěтермелле. | 1.12.10. |
25. В. Туркай « Ниме». В.Давыдов-Анатри « Кĕтмен инкек» | В. Туркай сăввисен чěлхине тишкересси, ,ниме çинчен ăнлантарасси, пěр-пěрне пулăшма вěрентесси. Давыдов-Анатрин пултарулǎхĕпе паллаштарасси. | Учитель сăмахě, калаçу, илемлě вулав. | Тăван литература, словарь. | Ниме, риторикăлла чěнÿ, шěкěлчет, таклушах. | Илемлě вулав, ыйтусем., содержании. | 2.12.10. |
26-27. В. Элпи « Аппапа пěрле». | Калава палăртуллăн вулама вěрентесси, çыхăнуллă каласа пама вěрентесси, ěçе юратса пурнăçлама вěрентесси, тěрěс професси суйласа илме вěрентесси. | Учитель сăмахě, калаçу, илемлě вулав, çыхăнуллă пуплев. | Портрет, кěнекесен выставки. | Сăрпаланаççě | Содержани, ыйтусемпе ěçсем. | 8.12.10. 9.12.10. |
28. Хайлав тытăмě. Сочинени çырма хатěрленесси. | Хайлав тытăмěпе паллаштарасси, сочинени çырма хатěрлентересси. | Учитель сăмахě, калаçу, çыхăнуллă пуплев. | | Сюжет, композици, ěç умě, пуçламăшě, ěç аталанăвě, кульминаци, вěçленěвě. | 123стр-ри ыйтусем . Сочинени çырса пěтермелле. | 15.12.10. |
29. Сочинени. | Сочинение куçарса çырасси, Сыру ăсталăхне аталантарасси. | Учитель сăмахě. | Доска. | | Вěреннине аса илесси. | 16.12.10. |
30. З. Нестерова «Янттине хапсăнсан» е ытти произведенисем. | Килти вулава тěрěслесси. | | | | Ытти хайлавсене вуламалла. | 22.12.10. |
31-32. И. Ахрат « Юрлакан кěленчесем». | И. Ахрат ачалăхěпе паллаштарасси, калав содержанийěпе паллаштарасси, калав чěлхине тишкерме вěрентесси. | Учитель сăмахě, калаçу, рольсемпе вуласси, çыхăнуллă пуплев. | Портрет, словарь. | Пентатоника. | Содержани, ыйтусем. | 2312.10. 29.12.10 |
33. Ю. Сементер «Вилěме улталани». | Ю. Сементер ачалăхěпе паллаштарасси, ватă çынсенчен ăса вěренме вěрентесси. | Учитель сăмахě, илемлě вулав. | Портрет. | Еткер, селěм, латти. | Илемлě вулав Ыйтусемпе ěçсем. Ваттисекн сǎмахĕсене çырмалла. | 30.12.10. |
34-35. Л. Сачкова «Шăпăрлан» | Л. Сачковăн ачалăхěпе паллаштарасси, пьеса чěлхине тишкерме вěрентесси, рольсемпе илемлěн вулама хăнăхтарасси. | Учитель сăмахě, калаçу, ыйту-хурав, рольсемпе вулани. | Таван литература, словарь. | Шăпăрлан | Содержани, 136 стр-ри ыйтусем. | 12.01.11 13.01.11. |
36. Г. Айхи « çын тата сцена» | Килти вулава тěрěслесси., Г. Айхи пултарулǎхĕпе паллаштарасси | Учитель сăмахě, калаçу. | | | Илемлĕ вулав, ыйтусемпе ĕçсем. | 19.01.11. |
37. Литература геройне сăнлани. | Литература геройě çинчен ăнлантарасси, теори материалне вěрентесси. | Учитель сăмахě, ыйту-хурав, калаçу. | Терминсен словарě. | Сăнар, монолог, диалог, антитеза, гипербола, градац. | 159-161 стр., терминсем. | 20.01.11. |
38. Картина тǎрǎх çырнǎ сочинени. | Сочинени çырма вěрентесси,сывлăха упрама вěрентесси, тăрăшса вěренме вěрентесси. | Учитель сăмахě, калаçу, çыхăнуллă пуплев. | | | Çырса пěтермелле. 161 стр-ри ыйтусем. | 26.01.11. |
39. М. Ваçлейě « И мěн пуян?», О. Туркай « Юлташпа – вăйсăрри те вăйлă» | Сăвăсаене илемлě вулама вěрентесси, сăвăсенчи илемлěх мелěсене тупма вěрентесси, Шанчăклă туссем пулма вěрентесси. | Илемлě вулав, калаçу, çыхăнуллă пуплев, ыйту-хурав. | Портретсем. | | Пǎхмасǎр, « Шǎнкǎрчпа çерçи хирĕçĕвĕ» хайлав çыр. | 27.01.11. |
40-42. А. Кăлкан «Алим». | Драмăна рольсемпе вулама хăнăхтарасси, сăнарсене характеристика пама вěрентесси, йывăрлăхсене çěнтерме вěрентесси. | Рольсемпе вулани, калаçу, ыйту-хурав, çыхăнуллă пуплев. | Карта, портрет, кěнекесен выставки. | Пекě. | содержани, ыйтусемпе ěçсем. | 2.02.11 3.02.11. 9.02.11. |
43. « Алим» пьесăна пěтěмлетни. Драма тытăмě. | « Алим» пьесăна пěтěмлетесси, драматурги жанрěсемпе паллаштарасси. | Ыйту-хурав, учитель сăмахě. | Словарь. | Драма, комеди, трагеди, конфликт. | 186- 188 стр. конспект. | 10.02.11. |
44. Ю. Ермолаев «Кулăшла инкек» | Килти вулава пěтěмлетесси, ачасен çыхăнуллă пуплевне тěрěслесси. | Ыйту-хурав, калаçу. | | | 188 стр. ыйтусем. Сочинении. | 16.02.11. |
45-46 Иван Лисаев « Чире парăнма çуралман» | Хайлава илемлě вулама вěрентесси, содержание каласа пама ханăхтарасси, йыварлахсене çěнтерме верентесси, илемле калаçма вěрентесси. | Илемле вулав, учитель самахě. | Портрет, карта, кěнекесен выставки. | | Содержани, ыйтусем. | 17.02.11. 24.02.11 |
47. С. Шавли «Вěçкěн Ваççа» | Сăвва илемлě вулама вěрентесси, Ваççа сăнарне тишкересси, Мухтанчăк çынсене питлесси, Чăваш чěлхине юратса вěренме вěрентесси. | Учитель сăмахě, илемлě вулав, калаçу, ыйту-хурав. | Мел, кăранташсем, доска, словарь. | Ěнереççě, хěлěх, мěлке, эсремет, çатта ăсла. | Пăхмасăр. | 1.03.11 |
48. Л. Сачкова «Оля-Улькка». | Калава вуласа ăнлантарасси, Чирлě çынсене пулăшма вěрентесси. | Учитель сăмахě, калаçу, ыйту-хурав. | Словарь, кěнеке. | Тăнчах, ěрлесе, шахвăртса, кÿлепе, алчăраса, хěлěх, чăлах. | 218-219 стр-ри ыйтусемпе ěçсем. | 2.03.11. |
49-50. А. Лазарева « Урок пуçланчě» | Хайлавăн темипе паллаштарасси, илемлěн вулама вěрентесси, тЕп герой характеристикине тăвасси, тěрěс çулпа утма вěрентесси. | Учитель сăмахě, калаçу, илемли вулав. | Портрет. | | Содержани, | 9.03.11 10.03.11. |
51. Хайлаври хавха. | Пафос çинчен ăнлантарасси. | Учитель сăм., калаçу. | | Хавха(пафос). | 236-238стр. | 16.03.11. |
52. П. Афанасьев «Çынна ырă ту». | | | | | | 17.03.11. |
53. Сочинени ( 239 стр. темăсем) | Сочинени çырма вěрентесси | Учитель сăмахě, план тăвасси, çыхăнуллă пуплев. | Доска. | | Çырса пěтермелле. | 30.03.11. |
54-55. Е. Лисина «Çăкăр чěлли» | Хайлаври сăнарсене, ěçсен йěркине сăнасси, илемлěх мелěсене тупма вěрентесси. | Учитель сăмахě, тишкерÿ, калаçу, илемлě вулав. | Словарь, тăван литература. | Кашлич, имренěскер, кункăра,лупас. | Содержани, ыйтусем. | 31.03.11. 6.04.11. |
56-57. А. Воробьев «Çурхи хирте», «Çăкăр». | Сăвăсене палăртуллă, илемлě вулама вěрентесси., сăвăсен чěлхине тишкерме вěрентесси, тавралăха хисеплеме вěрентесси. | Учитель сăмахě, калаçу, ыйту-хурав, илемлě вулав. | Уй-хире сăнлакан ÿкерчěксем, çавра çăкăр, словарь, тěрěллě алшăлли. | | Пěр сăввине пăхмасăр калама вěренме | 7.04.11. 13.04.11. |
58. Поэзи чěлхи. Сăвă виçисем. | Сăвă виçисем çинчен ăнлантарасси. | Учитель сăмахě | Доска, хрестомати. | Лирика, ямб, хорей, дактиль, амфибрахи, анапест. | Сăвă çырса пăхмалла. | 20.04.11. |
59. В. Енěш. «Çăкăр» | Килти вулава тěрěслесси. | Çыхăнуллă пуплев. | | | Илемлě вулав | 21.04.11. |
60. Сочинени 266 стр. ĕçсем | Сочинени çырма хăнăхтарасси. | Учитель сăмахě, калаçу. | Доска, тăван литература. | | Çырса пěтермелле. | 27.04.11. |
61. Г. Волков « Ылтăн çěр» | « Ылтăн çěр» калава илемлě вулама вěрентесси. | Учитель сăмахě, ыйту-хурав, калаçу. | Словарь, тăван литература. | Кумнă, тултармăш, рехетленме, симпыл, йăвача. | 238-239 стр. ыйтусем, содержани. | 28.04.11. |
62. И. Ивник « Тул çутăлать». | Илемлě вулама вěрентесси, илемлěх мелěсене тупма вěрентесси. | Учитель сăмахě, илемлě вулав, ыйту-хурав, калаçу, тишкерÿ. | ЧР карти, портрет, сăввисем, кěнекисем. | | Пăхмасăр вěренмелле. | 4.05.11. |
63-64.Килти вулав урокĕсем | | | | | | 5.05.11 |
65. Çемен Элкер « Пуян чăваш вăрманě» | Калава вуласа ăнланма вěрентесси, вăрмансене упрама вěрентесси. | Учитель сăмахě, калаçу, ыйту-хурав, илемлě вулав. | Ÿкерчěк , тăван литература. | Кăмăр. | ыйтусем. | 11.05.11. |
66. Очерк тěсěсем. | Очерк тěсěсемпе паллаштарасси, очеркпа калав хушшинчи уйрăмлăхсене тупма вěрентесси. | Учитель сăмахě, калаçу, ыйту-хурав. | Словарь. | Очерк, тěрленчěк, калав. | 281-282 конспект | 18.05.11 |
67. Сочинени « Сарлака ман юратнǎ çĕр-шывǎм» | Сочинени çырма вěрентесси, Сыру ăсталăхне аталантарасси. | Калаçу, ыйту-хурав. | | | Вěреннине аса илмелле, сочинение çырса пěтермелле. | 19.05.11. |
68. Пěтěмлетÿ урокě. | 6-мěш класра вěреннине аса илесси | Учитель сăмахě, калаçу | | | | 25.05.11. |
Усǎ курмалли литература:
1.Тǎван литература: 6-мĕш класǎн вĕренÿпе вулав кĕнеки.
- Антонова З.С. Чǎваш сǎмахлǎхĕн вĕрентÿ меслечĕсем: чǎваш шкулĕн 5-11-мĕш классĕсенче вĕрекнтекенсем валли / З.С.Антонова, В.П.Станьял.- Шупашкар, 2006.
- Шкул ачисен пĕлĕвепе хǎнǎхǎвĕсене хакласси: чǎваш шкулĕн 5-11 класĕсенче чǎваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем валли / Ю.М. виноградов, Л.Г.Петрова, Е.А.Майков хатĕрленĕ.- Шупашкар, 2004.
- Чǎвашла вырǎсла словарь / И.А.Андреев т.ыт.; М.И.Скворцов редакциленĕ.
- Метин П.Н. Литературǎпа халǎх сǎмахлǎхĕн ǎнлавĕсем: шкул словарĕ / П.Н.Метин, А.И.Мефодьев. – Шупашкар,1997.
- Чǎваш литератури программи: чǎваш шкулĕн 5-11 класĕсем / З.С.Антонова. Н.Г.иванова, В.П. Никитин
( Станьял). –Шупашкар. 2003.
- 6-мĕш класри тǎван литература урокĕсем. Меслет кǎтартǎвĕсем. / Н.Г.иванова, В.Г.Зайцева, Р.Г.Иванова, В.П.Тимофеева, В.С.Ефимова, З.И.Леонтьева. – Шупашкар, 2007.
- Килти вулав кĕнеки. 6-мĕш класс валли.